Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăвайри спорт уявĕнче

21:07 06 мая 2014 г.

Çу уйӑхĕн пуçлӑмӑшĕнче футбол сезоннĕ уçасси йӑлана кĕнĕ пирĕн районта. Кӑçал Артем Егорова асӑнса ирттерекен турнира кӑмӑллакансене Тӑвай ялĕнчи  аялти стадион çирĕммĕш хут кĕтсе илчĕ. Çынсем пухӑниччен футбол вылямалли площадкӑна йĕркене кĕртнĕ. Хапхисем çинче сеткӑсем пур, ялавсем лартнӑ кĕтессене, йĕрĕсене, извеç сапса, лайӑхрах курӑнмалла тунӑ. Ирхине тӑхӑр сехетре стадионра шӑплӑх хускалчĕ. Командӑсенчи футболистсем ялсенчен çӑмӑл автомашинӑсемпе килсе çитрĕç, куракансем те йышлӑлансах пычĕç майĕпен. "Тӑвайри общепит" тулли мар яваплӑхлӑ общество членĕсем спорт уявне килнисене тĕрлĕ тавар сĕнме тытӑнчĕç.

Шупашкарта пурӑнакан Н.Никитин предпринимателе ӑшшӑн кĕтсе илчĕç пухӑннисем. Енĕш Нӑрвашри Артем Петровича асӑнса ирттерекен турнира Николай Васильевич пуçарулӑхĕпе йĕркеленине аван пĕлеççĕ тӑвайсем, вӑл районти спортсменсене футбол вӑййине явӑçтарма хӑйĕн тӳпине хывнине тивĕçлипе хаклаççĕ вĕсем, футбол вылямалли куна чӑтӑмсӑррӑн кĕтеççĕ.   

Кӑçал енĕшнӑрвашсем, тӑвайсем, тӑрмӑшсем, çĕнĕпуянкассисем кӑмӑл тунӑ асӑннӑ турнира хутшӑнма.

Шӑпа янӑ тӑрӑх малтан стадиона пĕлтĕрхи çĕнтерӳçĕсемпе, А.Егоров футболистӑн ентешĕсемпе Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнчен килнĕ командӑ тухмалла пулчĕ.

Николай Васильевич ӑмӑрту судйине Шупашкартанах илсе килнĕ. Эппин вылякансем хушшинче тавлашу пулмĕ. Кĕçех судья, шӑхличĕпе шӑхӑртса, вӑйӑ пуçланасси пирки пĕлтерчĕ. Вунӑ сехетре пĕр хапха патĕнчен теприн патне чупма пуçларĕç футболистсем мечĕк хыççӑн хӑваласа. Вӑйӑ питe хĕрӳ иртрĕ. "Мĕншĕн хапха еннелле тапмарӑн? Дима, хытӑрах чуп! Мечĕк футболист аллине лекрĕ!" - çакнашкал сасӑсем илтĕнме пуçларĕç стадионра. "Тӑвайри общепит" тулли мар яваплӑхлa общество членĕсем шашлӑк пĕçерме тытĕнчĕç пулас, таврана техeмлĕ шӑршӑ сарӑлчĕ. "Ĕнер çумӑр çуса стадионри çĕре çемçетнĕ, футболистсене чупма лайӑх халь. Ав еплерех çӑмӑллӑн вирхĕнеççĕ",- тет юнашар ларакан арçын. Янкӑр кӑвак тӳпери сарӑ хĕвел спорт уявне пухӑннисене хӑйĕн ӑшшипе савӑнтарчĕ, уçӑ çилĕ те çынсен кӑмӑлне çĕклерĕ.

-Го-ол! - илтĕнсе кайрĕ çав самантра кӑшкӑрни. Вӑйӑ шутне Енĕш Нӑрваш ялĕнчен килнĕ Д.Григорьев уçрĕ, вӑл ку вӑйӑра пуçласа мечĕке хапхана тапса кĕртрĕ. Каярахпа унӑн юлташĕ Д.Антонов çĕнтерĕве çирĕплетрĕ. Аслӑ шкулсенче вĕренекенсем пулӑшнипе енĕшнӑрвашсем çĕнтерчĕç.

Çакӑн хыççaн спорт уявне уçма район администрацийĕн пуçлӑхĕ В.Ванерке килсе çитрĕ.

Социаллӑ аталану тата архив ĕçĕн пайĕн аслӑ специалисчĕ В.Павлов турнира килнĕ хӑнасемпе паллаштарчĕ.  

Владимир Алексеевич пухӑннисене Çуркуннепе Ĕç уявĕ тата футбол сезонне уçнӑ ятпа саламларĕ, командӑсене çĕнтерӳшĕн тӑрӑшма сĕнчĕ.  

Унтан Николай Васильевич турнир историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. "Çирĕм çул çитрĕ Артем Петрович Егорова асӑнса турнир ирттерме пуçлани. Çак тапхӑрта футбол вӑййишĕн чунне пама хатĕр çамрӑксен йышĕ пысӑкланчĕ. Вĕсем кунсӑр пуçне район, республика чемпионачĕсене хутшaнса маттурлансах пыраççĕ. Эппин эпир ырӑ ĕç пуçарнӑ, çитĕнекен ӑру спорта юратса ӳстĕр тесе тӑрӑшатпӑр. Хаклӑ футболистсем, куракансем, малашне те паянхи пек хавхалануллӑ пулӑр, вӑрӑм ĕмĕр, çирĕп сывлӑх, телей сире,"- çакнашкал ӑшӑ сӑмахсемпе вĕçлерĕ Н.Никитин предприниматель калаçӑвне.

Иккĕмĕш вӑйӑра тӑрмӑшсемпе тӑвайсем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартрĕç, малтанхисем çĕнтерӳçĕ пулса тӑчĕç.   

Виççĕмĕш вырӑншӑн çĕнĕпуянкассисемпе район центрĕнчи футболистсем тупӑшрĕç. Тӑвайсем хапхана нумайрах мечĕк тапса кĕртрĕç, виççĕмĕш вырӑна тухрĕç.

Юлашки вӑйӑра малтан икĕ енĕ те питe аван вылярĕç. Каярахпа енĕшнӑрвашсен тимлeхĕ чакрĕ пулас. Тӑрмӑшсем правуртарах пулни сисĕнме пуçларĕ. Вӑйӑ 3:1 шутпа вĕçленчĕ. Куçса çӳрекен çĕнĕ кубока Тӑрмӑш ялĕн команди илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлӑхĕ В.Ванерке мала тухнӑ ушкӑнсене, лайӑх вылякан футболистсене Тав çырӑвeсем парса чысларĕ.   

Артем Петровичӑн мӑшӑрĕ Надежда Алексеевна килнĕ кӑçал футболистсем еплерех маттур пулнине курма. Вӑл ырӑ пуçарӑва хутшӑннӑ спортсменсене тав турĕ, пурне те ырлӑх-сывлӑх сунчĕ, кубока Тӑрмӑш ялĕнчи командӑна парса чысларĕ. Пилĕк ача пĕччен пӑхса ӳстернĕ амӑшĕ хӑйĕн тивĕçĕсене лайӑх шайра пурнӑçласа пырать. Пурне те пĕлӳ илме пулӑшнӑ. Канура пулин те ачисене пулӑшассишĕн вӑй хурать, ĕçлеме çӳрет Н.Егорова.

Н.Никитин предприниматель укçа, парнесем парса чысларĕ командӑсемпе харсӑр футболистсене.

Спорт уявĕ кӑçал лайӑх иртрĕ, пурне те хавхалантарчĕ.

Автор: А.НИКИТИНА, "Ял ĕçĕченĕ" хаçат.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика