Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Янра, чăваш чĕлхи!

21:51 28 апреля 2014 г.

Ҫак ятпа шкулта чăваш чĕлхи кунне халалласа эрнелĕх иртрĕ. Декада вăхăтĕнче И.Я.Яковлев пурнăҫĕпе тата ĕҫĕ-хĕлĕпе паллаштаракан презентацисене курса савăнчĕҫ вĕренекенсем. Ҫавăн пекех уҫă уроксем, сăвă вулакансен кокурсĕсем, викторинăсем, вăйă-тупăшу, фольклор сехечĕсем пулса иртрĕҫ. Эрнелĕхе пĕтĕмлетнĕ май чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Шутова З.П. чăваш чăтăмлă халăх пулнине палăртса хăварчĕ. Хăйĕн пин-пин ҫулхи кун-ҫулĕнче вăл тĕнчери 6 пине яхăн этника ушкăнĕнче ҫухалса кайманни: йышĕпе 1 миллион ытла ҫын шутланакан халăхсен хушшинче ик ҫĕрмĕш вырăнта пулнине аса илчĕ. Эпир – вак халăх мар. Раҫҫейре те хальлĕхе кайрисен йышĕнче тăмастпăр. Апла пулсан хамăр чăваш пулнишĕн пĕртте вăтанмалла мар. Чĕлхемĕре юратса вĕренме, юнпа ҫеҫ мар, чунпа та яланах чăваш пулма, атте-анне чĕлхине хисеплеме чĕнсе каларĕ вĕрентекен. Чăваш чĕлхи ячĕпе ҫак кунсенче республикăра ҫеҫ мар, «ăҫта чăваш чĕри тапать, чунĕ пурăнать – ҫавăнта пысăк, халăха пĕрлештерекен уявсем иртеҫҫĕ», - терĕ. Сăвă та вуларĕҫ, юрă та шăрантарчĕҫ, чăваш ташшипе те савăнтарчĕҫ вĕренекенсем. Юлашкинчен ҫак уяв эрнинче хăйсен пултарулăхĕпе палăрнă маттур ачасене шкул директорĕ Степанова Г.Ф. грамотăсем парса хавхалантарчĕ.

Автор: Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Шутова З.П.

МБОУ "Ян-Норвашская СОШ" Янтиковского района

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика