Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче

12:24 22 марта 2014 г.

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Енĕш-Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вă там шкулта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Кун йĕркине пурĕ виçĕ ыйту тăратнă: çул çитмен ачасем право йĕркине пăснине асăрхаттарасси, вĕренекенсене кĕнекесемпе тивĕçтересси, 3-мĕш чĕрĕк итогĕсемпе паллаштарасси.

     Пĕрремĕш ыйтупа Шалти ĕçсен пайĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕ Жилкина Алина Владимировна тухса калаçрĕ. Районти çул çитмен ачасем право йĕркине пăснин тĕслĕхĕсем çинче чарăнса тăчĕ вăл. Çул çитмен ачасем право йĕркине пăснин  9 тĕслĕхне тупса  палăртнă районта. Çак тĕслĕхсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ Алина Владимировна, ашшĕ-амăшĕсене ачисемпе тимлĕрех пулма ыйтрĕ.  Час-часах ялсемпе шкулсене тухса çÿресе калаçусем ирттереççĕ пулсан та преступленисен шучĕ чакни палăрмасть. Çул çитмен ачасем право йĕркине пăсасси ашшĕ-амăшĕнчен те нумай килет, çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнчĕ калаçăвне вĕçленĕ май.

    Вĕренекенсене шкулта кĕнекесемпе тÿлевсĕр тивĕçтерни çинчен пĕлтерчĕ шкул библиотекарĕ Ванерке Лидия Кузьминична. Çитес вĕренÿ çулĕ валли  202 учебник заявка панă. Çыру тетрачĕсене çеç  ашшĕ-амăшĕсен хăйсен туянма тивет.

    Кĕнеке вулани – питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вулани нумайлăха асра юлать, тавра курăма аталанма пулăшать. «Вулав вăл – чÿрече, ун витĕр ачасем хăйсене кураççĕ», - тенĕ паллă педагог Сухомлинский. Юлашкинчен Лидия Кузьминична вĕренекенсем паян кун вулавăша епле çÿренипе,  кам кĕнеке ытларах вулнипе паллаштарчĕ.

   Данилова Л.В.,  шкул директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ, шкул ачисен 3-мĕш чĕрĕк итогĕсемпе паллаштарчĕ. 2-9 –мĕш классенче вĕренекенсен хушшинче пурĕ 7 отличник, 17 ударник, вĕренÿре ĕлкĕрсе пырайманнисем çук. Отличниксемпе ударниксене ятран асăнса ашшĕ-амăшĕсене маттур ачасем ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн тав турĕ.

   Ашшĕ-амăшĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине шкул директорĕ Степанова Г.Ф. хуравларĕ.

 

 

Автор: Пуху çыруçи Шутова З.П.

МБОУ "Ян-Норвашская СОШ" Янтиковского района

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика