Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕтмен тĕл пулу

10:38 18 марта 2014 г.

Енĕш-Нăрвашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 6-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи урокĕ пырать. Кĕтмен çĕртен алăка шаккани илтĕнсе кайрĕ те, класа Патмар Э.И. кĕрсе тăчĕ. Çыравçă вĕренекенсене хăйĕн пултарулăхĕпе, «Чăваш салтакĕ», «Хĕр, арăм» кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Çичĕ чĕлхе пĕлекен сăмах ăстине ачасем кăсăклансах итлесе ларчĕç те ыйту хыççăн ыйту пама пуçларĕç.  Литература ĕçне хăçан пуçăннинчен пуçласа миçе кĕнеке кăларма ĕлкĕрни таранах ыйтса пĕлчĕç вĕсем. Çиччĕмĕш класра вĕреннĕ вăхăтрах çырма пуçланă халăх сăмахлăхĕпе ĕçлекен çыравçă. Çулталăкра пилĕк-çичĕ кĕнеке таранах пичетлесе кăларма мехел çитерет иккен вăл. Ку таранччен унăн пурĕ 144 кĕнеки пичетленсе тухнă. Вĕренекенсем çак кĕтмен тĕл пулупа питĕ кăмăллă пулчĕç, çыравçа татах килсе çÿреме ыйтса сыв пуллашрĕç.

 

Автор: Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Шутова З.П.

МБОУ "Ян-Норвашская СОШ" Янтиковского района

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика