Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пилĕк çултанпа ĕне сăвать

16:18 21 октября 2013 г.

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралса ÿснĕ Андрей Данилов хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе, выльăх-чĕрлĕхпе çыхăнтарнă. Вăл мĕн пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. Андрейăн ĕç кĕнекин «биографийĕ» 1992 çултанпа çырăнать. Ун чухне вăл 12-ре çеç пулнă-ха. Апла пулин те килте алă усса ларман, ытти шăпăрланпа çил хăваласа чупман - аслисемпе тан ĕçе утнă. Пĕчĕк Андрей выльăх пăхаканра тăрăшнă. Унтан вăл «Хĕрлĕ Чăваш Ен» колхозра ĕне сăвакан оператор тивĕçĕсене пурнăçланă. Халĕ Андрей Данилов Канаш районĕнчи Хучел ялне тулли мар яваплă обществăна ĕне сума çÿрет. 33-ри арçын хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те кулянмасть. Çак туртăм унăн юнĕнче.

Чун туртăмĕ

- Атте-анне ĕмĕрĕпех фермăра ĕçленĕ. Манăн чунăм та çак еннелле туртăнчĕ, - калаçу пуçарчĕ Андрей Данилов. Вăл 5 çулта чухне ĕне пĕрремĕш хут сунă. Пĕррехинче ашшĕпе амăшĕ хăнана кайнă, унтан часах таврăнмассине кура ачисене хушса хăварнă: «Ĕнене мĕн чухлĕ сума пултаратăр - сăвăр». 5-ри Андрейпа 7 çулти аппăшĕ икĕ енчен ларнă та турткалама тытăннă. Вăхăт сахал мар иртнĕ - пĕчĕкскерсем картишрен 7 литр сĕт йăтса тухнă. Ун чухне аппăшĕпе шăллĕ ытти выльăха та апат панă. Амăшĕ хăнаран таврăнсан ĕнене тухса тĕрĕсленĕ, тепĕр 3 литрне хăех сунă. Тĕлĕнмелле те, ачасене ĕне тапман, лăпкă тăнă.

- Ун чухне ĕнене те йывăр килчĕ, - иртнине аса илчĕ Андрей.

«Хĕрлĕ Чăваш Ен» республикăри чи вăйлă колхозсенчен пĕри пулнă. Шел те, халĕ вăл кунпа мухтанаймасть. Апла пулин те фермăсене сыхласа хăварнă. Андрей унта вăй хунă чухне штатра ĕне сăвакан 6 оператор пулнă. Халĕ 5-ĕн юлнă. Ĕçре кăлтăксем сиксе тухасси пулать çав.

- Аппарат çĕмĕрĕлсен алăпа сума лекетчĕ. Слесарь насоса юсанă вăхăтра 30 ĕнене алăпа сăваттăмăр. Нимĕн те тăваймăн - алă хăнăхать, ыратмасть. Ку хăйне евĕр тренировка та, - терĕ хăйĕн ĕçне юратаканскер.

Андрей Данилов ирхи 5 сехет çурăрах ялти чарăнăва утать. Автобуса ларса Хучеле çитет. 8 сехет çурăра вăл киле таврăнать. Каçхине каллех Хучеле васкать. Халĕ вăл 24 ĕнешĕн яваплă. Фермăра пĕчченех тăрăшать.

- Хуçа шалу енчен кÿрентермест. Алла 12 пин тенкĕ илетĕп. Çул укçине хăех тÿлет, - каласа кăтартрĕ çамрăк дояр.

Йывăрлăхсем урлă

33 çулти Андрей Данилов çемье çавăрнă ĕнтĕ. Тĕрĕсрех каласан, вăл юратнă çыннипе хут уйăрттармасăрах пурăнать. Вĕсемшĕн, пĕр-пĕрне савакансемшĕн, паспортри штамп пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнмасть. Андрейпа Светлана хушшинчи уйрăмлăх 12 çул пулни те темех мар. Светлана савнă çыннинчен аслăрах, качча кайса упăшкинчен уйрăлнă. Мăшăрĕпе 3 ача çуратса ÿстернĕ. Анчах çемье пурнăçĕ ăнман. Светлана та çак ялтах çуралнă, кунтах ÿснĕ. Çавăнпа вĕсем пĕр-пĕрне тахçанах палланă. Иккĕшĕ те вырăнти колхозри фермăра ĕçленĕ. Шăпах çавăнта вĕсен хушшинче юрату хĕмленме тытăннă. Андрейпа Светлана 2005 çултанпа пĕрле пурăнаççĕ.

- Паллах, çамрăк чухне хĕрсем пулман мар. Анчах чунăм Светăна суйларĕ, - терĕ çирĕппĕн çемье пуçĕ. Андрейпа Светлана тăватă ачана воспитани пама тăрăшаççĕ. Асли Леонид виççĕмĕш ушкăн инваличĕ, кил-тĕрĕшре пулăшать. 25-ри Татьяна Канашри пĕр кафере кассирта тăрăшать. Çав вăхăтрах права илмешкĕн вĕренет. Настя 9-мĕш класра ăс пухать. 5 çулти Жанна садике çеç çÿрет-ха. Вăл - Андрейпа Светланăн пĕрлехи ачи. Çемье пуçĕ нихăшне те уйăрмасть. Уншăн пурте - тăван.

- «Атте» теме хистемен. Аслисем, Леонидпа Татьяна, ятран чĕнеççĕ. Настя чăн чăвашла «атте» тет. Жанна вырăсла «папа» тесе чĕнет, - лăпкăн калаçрĕ Андрей Данилов. Упăшкин арăмĕнчен аслăрах пулмалла - чылайăшĕ çапла шухăшлать. Андрейпа Светланăн малтанах йывăрлăхсем пулнă. Çурăм хыçĕнче калаçакансем те тупăннă. Питрен пăхсах никам та йĕкĕлтешмен. Теприсемшĕн вĕсем - лайăх мăшăр. Вĕсене «Нарспипе Сетнер» текен халĕ те пур. Андрейăн ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕнĕ. Тĕп килте халĕ авланнă пиччĕшĕпе шăллĕ пурăнаççĕ.

- Пичче икĕ çула яхăн манăн çемьене хирĕçрех пулчĕ. Каярахпа пĕтĕмпех йĕркеленчĕ. Арăм - лайăх çын. Эпир çынпа вăрçăнса курман, - терĕ Андрей Данилов.

Андрейпа Светлана çур çула яхăн çурт шыранă. Пĕррехинче правлени умĕнче пĕлтерÿ курнă та кивĕ пÿрт туяннă. Анчах хăлтăр-халтăрскер ахаль çурт пулман. Унта Чăваш АССРĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Дмитрий Данилов çуралса ÿснĕ. Ăнсăртран пулнă пĕр пеклĕх - Андрейăн хушамачĕ паллă çыннăнни пекех. Çемье малтан кивĕ пÿртре пурăннă. 2010 çулта ял хуçалăхĕнче ĕçлекен Светланăна 407 пин тенкĕ субсиди панă. Çак укçа-тенке çурт хута янă çĕрте тăкакланă. Халĕ Светланăпа Андрей тата вĕсен тăватă ачи çĕнĕ пÿртре кун кунлаççĕ. Пĕр-пĕрне савакан арçынпа хĕрарăм килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕри мĕнле те пулин ĕçе пурнăçлать тăк тепри ĕне сăвать. Ăна-кăна пайламаççĕ. Çемье пĕр ĕнепе виçĕ пăру усрать.

- Чи кирли - пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнни. Хăть те мĕнле пулсан та сивĕ сăмах калама юрамасть. Ачасене «санăн-манăн» тесе уйăрмалла мар. Вĕсем пурри - пысăк телей, - калаçăва вĕçлерĕ Андрей Данилов. 

Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Çамрăксен хаçачĕ»

 

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика