Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асăну каҫĕ

10:25 04 октября 2013 г.

Авăн уйăхĕн вуннăмĕшĕнче Тăвай районне кĕрекен Енĕш Нăрваш ялĕнче ҫуралса ÿснĕ паллă ҫыравҫă, чăваш прозине никĕсленĕ Хумма Ҫеменĕ ҫуралнăранпа 110 ҫул ҫитрĕ. Тăван ял, шкулта вĕренекенсем хăйĕн мухтавлă  ывăлĕн юбилейне ҫÿллĕ шайра паллă тума тăрăшрĕҫ.

      Чăваш литературин ани ҫине Хумма Ҫеменĕ 17 ҫултах пуснă. Вăл нумай калавсемпе очерксен, куҫарусен авторĕ. Литература критикине аталантарас тĕлĕшпе те ҫыравҫă чылай тăрăшнă. Ăсталăхĕ туптанса пынă май роман жанра аталантарма тытăннă. Прозăн пур жанрне те ҫутатса панă вăл.

       Ěмĕрĕ кĕске пулнă пулин те чăваш литературинче вăл палăрмаллах ырă йĕр хăварма пултарнă. Ҫавăн пек ҫынна халăхăмăр, халĕ ҫитĕнекен ҫамрăк ăру нихăҫан та асран кăлармĕ. Тăван шкулта ҫыравҫа чысласа чи малтанах вĕренекенсем  (черетпе  пĕр класс хыҫҫăн тепри) Халăх музейĕнчи Хумма Ҫеменне халалланă стендри материалпа паллашрĕҫ. Музей директорĕ Петров В.В. вĕсене ентешĕн пурнăҫĕнчи хăш-пĕр самантсемпе, унăн ҫемйипе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Лазарева Татьяна ҫыравҫăн хайлавĕсене тишкерсе тухрĕ. Степанова Кристина вара юбилей тĕлне Хумма Ҫеменĕн кун-ҫулĕпе ĕҫне-хĕлне тишкерсе тĕпчев ĕҫĕпе презентаци хатĕрленĕ. Унăн презентацийĕнчи материал асăну каҫне пуҫтарăннисене пурне те кăсăклантарчĕ. Ефимова Еленăпа Трофимова Полина «Штрум» повеҫри сыпăка пăхмасăр вуланине те кăмăллăн итлесе ларчĕҫ куракансем. Юлашкинчен вĕренекенсем Хумма Ҫеменĕ ҫырнă «Пирĕн вăй! Вăй!»калаври пĕр сыпăк тăрăх лартнă  сценкăпа паллашрĕҫ.

Автор: Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Шутова З.П.

 

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика