Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ятлă-сумлă ветеран

12:29 02 августа 2013 г.

Ку статьяра сăмах ялти ĕçпе вăрçă ветеранĕ Василий Данилович Данилов пирки пулĕ. Çак кунсенче Василий Даниловичăн 90 çулхи юбилейĕ, çак вăрăм та мухтавлă кун-çула вăл чыслăн утса тухнă.

В.Данилов 1923 çулхи августăн 5-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнчи хресчен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. 1940 çулта, ялти шкулта 7 класс пĕтерсен, Канашри ял хуçалăх механизаци шкулне вĕренме кайнă. “Красная Чувашия” колхозра трактористра ĕçлеме тытăннă. 1942 çулта Инçет Хĕвелтухăçĕнче çĕр-шыв хÿтĕлевçин тивĕçне пурнăçлама пуçланă. Часах Василий Данилова радистсен шкулне вĕренме янă, ун хыççăн 445-мĕш стрелковăй полкра службăна малалла тăснă, сержант званине илнĕ. Пултарулăхне кура полкри радиостанци начальникне çирĕплетнĕ ăна. Çапла Енĕш Нăрваш каччи Морзе азбукипе усă курса секретлă сведенисене çар командованине çитерсе тăнă. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче чи малтан раци тăрăх çĕнтерÿ кунĕ пирки пĕлнĕ, ырă хыпара командирсем патне çитернĕ.

1945 çулхи августăн 8-мĕшĕнче Японипе СССР хушшинче вăрçă пуçланнă. Василий Данилович Хĕвел тухăçĕнче 2-мĕш фронт ушкăнĕпе япони милитарисчĕсене хирĕç вăрçа кĕнĕ. Радист пулнă май, тĕрлĕ подразделенисем хушшинче çирĕп çыхăну тытса кирлĕ корректировкăсем парса тăнă. Командирсем Василий Данилов ĕçĕпе кăмăллă пулнă. Пĕрре кăна мар вăл Тав хучĕсене тивĕçнĕ.

Сентябрь уйăхĕ пуçланнă çĕре милитаристла Япони çарĕсене çапса салатнă. Вăрçă чарăннă, анчах та чикĕри служба Нăрваш каччишĕн 1947 çулхи март уйăхĕчченех тăсăлнă.

“Тăван яла таврăнни яланах асра маншăн. Салтакран илсе килнĕ паека кĕçĕнрех шăллăмсем пĕрре куç хупса илнĕ çĕре çисе те ячĕç”, – тесе каласа панăччĕ. Ара, вăл вăхăтра ялта нумайăшĕ выçăллă-тутăллă пурăннă. Çĕр улми крахмалĕпе, курăк яшкисемпе çеç тăранкаланă.

1947–1949 çулсенче вăл колхозра трактористра ĕçленĕ, ун хыççăн – трактор бригадин бригадирĕнче. 1957 çулта Василий Даниловича “Красная Чувашия” колхоз председательне суйланă. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртнĕ. Çапла 30 çула яхăн хуçалăх тилхепине çирĕппĕн тытса пынă вăл. Колхоз çулсеренех тĕрекленсе, пурлăх бази пуянланса пынă, тыр-пул тухăçĕпе савăнтарнă. Колхозниксен ĕç укçийĕ те ÿссе пынă, колхоз 4 хутчен ВДНХ участникĕ пулнă. Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе хуçалăх районта кăна мар, республикăра та малта пынă.

1973 çулта “Красная Чувашия” колхоза СССР ял хуçалăх министерствипе Профсоюзсен Тĕп Комитечĕ “Асăну ялавĕ” панă, 1975–1976 çулсенче куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялав çĕнсе илнĕ. Ăна КПСС Чăваш обкомĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Çакăн пек пысăк çитĕнÿсем тунинче колхоз председателĕн тÿпи пысăк пулнă. Маттур ертÿçĕне “Хисеп Палли” тата Ленин орденĕсемпе наградăланă. Ветеранăн кăкăрĕ çинче III степеньлĕ Мухтав, Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕсем, тĕрлĕ юбилей медалĕсем, çав шутра “Японие çĕнтернĕшĕн” медаль, ялкăшаççĕ. 1975 çулта В.Д.Данилова “ЧАССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ят парса чысланă.

Василий Данилович паян та хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе интересленет, ял хуçалăхĕнчи йывăрлăхсемшĕн чунĕ ыратать.

Василий Данилович Данилов мăшăрĕпе Анастасия Ивановнапа 6 ывăлпа 1 хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Сире, хисеплĕ Василий Данилович, çак паллă юбилея хăвăр çемьепе, çывăх тăванăрсемпе, ял-йышпа савăнăçлă ирттерме, малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатпăр.

В.ПЕТРОВ, музей заведующийĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Д.Данилов.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика