Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Туртни сиенлĕ

11:23 30 июля 2013 г.

Раççейре çулсеренех табак туртнипе çыхăннă чирсене пула 300–400 пин çын вилет. Туртни, хăв туртмасан та, чĕлĕмçĕсен сĕрĕмĕпе сывлани рак пулас хăрушлăха – 20 хут, чĕрепе юн тымарĕсен чирне 25–35 процент ÿстерет. Ÿпке чирĕсемпе вилекенсен 90 ытла проценчĕ пирус мăкăрлантарнă.

Табакри никотин чи хăрушă наркăмăшсенчен пĕри. Çерçи е кăвакарчăн сăмси патне никотинпа йĕпетнĕ патак илсе пырсанах вăл вилет. Кролика пурнăçран уйрăлма никотин тумламĕн пĕрре тăваттăмĕш пайĕ кăна кирлĕ, йытта – çур тумлам. Çынна – 50–100 мг е 2–3 тумлам. Кунне 20–25 сигарет туртакансен юнне шăпах çакăн чухлĕ доза лекет те. Чĕлĕмçĕ 30 çул хушшинче 20000 сигарет е 160 кг табак туртать, вăтамран 800 г никотин çăтать. Çапла майпа табака пула çулсеренех тĕнчере 5 миллион ытла çын пурнăçпа сывпуллашать.

Табак сĕрĕмĕнче 7 пин ытла хими веществи, вĕсенчен 250-шĕ сывлăхшăн хăрушă шутланать, 70 ытларахăшĕ вара рак пуçарма пултарать.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика