Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Яковлева халалласа

10:35 11 июня 2013 г.

Иван Яковлевич Яковлева халалласа Енĕш Нăрвашра пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртнĕ. Историпе мемориал халăх музейĕ умне калăплă чул вырнаçтарнă, мрамор плита çине çапла çырса хунă: “На эту землю впервые вступил И.Я.Яковлев 12 октября 1879 года”. “Данное здание школы было построено при содействии чувашского просветителя И.Я.Яковлева в 1896–1903 г.г.” тесе çырнă çĕнĕ вывеска та вырнаçтарнă музей çурчĕ çине.

Çак пулăм Енĕш Нăрваш ялĕ хăйĕн 450 çулне уявлама хатĕрленнипе те çыхăннă. И.Я.Яковлев унăн историйĕнче тарăн йĕр хăварнă. Нумаях пулмасть вăл çуралнăранпа 165 çул çитнине паллă туса Шупашкарти педагогика университечĕпе Енĕш Нăрвашри вăтам шкул наукăпа практика конференцийĕ ирттернĕ.

Раççей кунĕ ячĕпе хатĕрленĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ял тăрăхĕн администрацийĕпе культура ĕçченĕсем, учительсемпе вĕренекенсем, ял халăхĕ йышлăн пуçтарăннă. Уява сăмах каласа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Петров уçнă. Ун хыççăн музей заведующийĕ Владимир Петров тухса калаçнă. Вăл И.Я.Яковлев чăваш ачисене çутта кăларас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçлени çинчен чарăнса тăнă. Ял халăхĕ умĕнче çавăн пекех музейĕн пĕрремĕш директорĕ пулнă Ольга Меркурьева та хумхантаракан сăмахсем каланă.

Митингра И.Я.Яковлева сума суса хатĕрленĕ чул çинчи мрамор плитана уçма Владимир Петровпа Ольга Меркурьевана ирĕк панă. Ял халăхĕ хĕрÿллĕн алă çупнă, шкул ачисем чĕрĕ чечексем хунă.

Юбилей умĕнхи кунсенче ял историйĕ пирки “Село Яншихово–Норваши – 450 лет” ятлă пĕчĕк брошюра кун çути курнă. Вăл ялăн 450 çулхи уявĕ тĕлне парне пулса тăчĕ. Кĕнеке авторĕсем – А.Н.Ефимовпа Вл.В.Петров.

В.ВАСИЛЬЕВ.

 

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика