Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Енĕш Нăрваш хаваллă ял

16:04 21 мая 2013 г.

 

     Енĕш Нăрваш таврари ытти çĕршер ялсенчен нумаях уйрăлса тăмасть ĕнтĕ. Çапах та хамăр çуралса ÿснĕ тăван ял, тăван уй-хирсемпе тавралăх  пирĕншĕн чи çывăх та хаклă вырăнсем шутланаççĕ. Эпир хамăр яла юрататпăр, вăл пирĕншĕн тĕнчере чи лайăххи.

    Кăçал тăван ял 450 çулне уявлать. Çак паллă пулăма халалласа Енĕш Нăрваш ял библиотекинче «Паллашăр: Енĕш Нăрваш» электронлă презентаци йĕркеленĕ тата «Саватпăр сана, тăван ялăм» выставка – панорама хатĕрленĕ.

     Выставкăн «Енĕш Нăрваш – пуян историллĕ ял» пайĕнче  «Енĕш Нăрваш ял историйĕ», А. Ефимовăн «Тырă пусси хумханать», «Колхоз «Красная Чувашия» кĕнекесем тата  «Пирĕн ял палăкĕсем, паллă вырăнсем» папка-альбом вырнаçнă.

     Нăрвашри талантлă, çĕршывĕпех паллă çынсем çинчен «Талантпа пуян тăван ялăм» пайĕнче тĕплĕнрех пĕлме пулать. Кунта «Вера Кузьмина: Театр – манăн пурнăçăм», М.Кондратьевăн «Степан Максимов: Музыкант - просветитель», М.Спиридоновăн «Крылья памяти», «Павел Меркурьев: Педагог, художник, фронтовик» кĕнекесем сумлă вырăн йышăнаççĕ.

     «Санăн çыннусем, Нăрваш ен» пайра  Н.М.Яклашкинăн «Тăвай енĕн сумлă çыннисем» виçĕ кĕнекипе тата   «Пирĕн çинчен те çыраççĕ» альбомпа паллашма пулать.  Ку альбома районта тухса тăракан «Ял ĕçченĕ» хаçатра пичетленнĕ статьясенчен пухса  хатĕрленĕ. Альбомри  материалсем  хамăр ял историне, ял-хуçалăх ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене,  чи хастартараххисен ĕçĕ-хĕлне, культурăпа спорт пурнăçне  сăнлаççĕ.

      Выставкăпа паллашнă май Енĕш Нăрваш чăннипех те пуян историллĕ ял пулнине куратăн,  талантсенчен вара ялăм çăлкуç пек тапса тăрать тейĕн.

Библиотекăна кашни килекенĕ выставкăпа  кăсăкланать, кăмăлласах паллашать.

      Выставка çулталăкĕпех  ĕçлĕ.

Яншихово-Норвашский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика