Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ял перепиçĕсен историйĕ.

00:00 13 марта 2013 г.

Тăрмăш ялĕн çынни Э. Ушаков архивра ĕçленĕ. Тĕрлĕ архивсенчен вăл районти пур ялсенчи перепиçсен революциченхи материалĕсене шыраса тупнă. Çав материалсене тĕпчесе Енĕш Нăрваш, Тăрмăш тата Амалăх ялĕсен перепиç материалĕсене компьютерпа калăпласа кĕнекесем кăларнă.  Кĕнекесем çак ялсенчи çыннисемшĕн питĕ чаплă парне. Кĕнекесем çыннсене хăйсен пурнăç йывăçне нумай çăмăлтарах тума пулăшаççĕ. Ушаков çак кĕнекесене кăларса питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ те сăваплă ĕç тунă, çавăншăн ăна питĕ пысăк тав.

Ушаков, хăйĕн ялĕ Енĕш Норваш ялĕнчен тухнине пĕлсе, «Списки жителей села Яншихово Норваши за триста лет» (Выписки из архивных документов. 2009 год. Э Ушаков) кĕнеке вырăсла виçĕ экземплярпа кăларнă. Çак кĕнекене лайăхрах тĕпчесен ял аталанăвĕ, çынсем хушшинчи çыхăнусем тата çынсен пурнăç йывăçĕсем куç умне тухса тăраççĕ те çаксене район çыннисем патне çитерес терĕмĕр.

Рассейре перепиçсене Казенная Палата России (Госкомстат России) иртернĕ. Перепиçсем «Подушный окладсем» тата «Ревизская сказкăсем» пулнă. «Подушный окладра» тата «Ревизская сказкăра» арçынсене хăйсем каланипе (сказали) вĕсене шутласа (ревизия) патшалăх налук хунине каланă. «Подушный окладсем» мĕн чухлĕ пулнине пĕлместпĕр. Юлашки «Подушный оклада» 1710-мĕш çулта тунă та вăл пĕрремĕш «Ревизская сказкăна» кĕрсе юлнă.

Малтанхи перепиçсене вырăс писарĕсем кивĕ славян çырăвĕпе çырнă. Ушаков кивĕ славян çырăвне хальхи вырăс çырăвне куçарнă та йăнăшсем кайма пултарнă тесе шутлать. Вырăс писарĕсем çыракан çынран килĕнче ыйтса çырнă. Вĕсем чăваш ячĕсем писаре мĕнле илтĕннĕ, çавăн пек çырса хунă. Çакна пула чăваш ячĕсем пăсăлса пĕтнĕ, мĕншĕн тесен çав вăхăтра чăваш сăмахлăхĕнче хытă (звонкие согласные) саспаллисем пулман. Сăмахран,  Хучеле Хочеля Тяпукпа Тяпане Степан тата Шĕкĕрпине (Шĕкĕр пике) Шегерби тесе çырнă.

Юлашки «Подушный окладпа» 1710 çулта ялта çирĕм тăватă килте çирĕм пилĕк çемйе, вунвиçĕ ача тата пĕр мăнук пулнă. Перепиçре çырăнман çынсен шучĕ паллă мар.

Пĕрремĕш «Ревизская сказкăна» 1720-мĕш çулта иртернĕ. Чăвашсем перепиçрен пăрăнма тăрăшнă. Влаçрисем çакна сисеççĕ те перепиçе тепĕр хут 1721 çулта иртереççĕ. «Ревизская сказка» тăватă пайран тăрать. Пĕрремĕш пайра иртнĕ перепиçре «Подушный окладра) çырнă арçынсене (ячĕпе ашшĕ ятне), арçын ачисен ячĕсене тата перепиç вăхăтĕнче миçе çултине çырнă. Иккĕмĕш пайра урăх вырăнсенчен куçса килнĕ арçынсене çырнă. Виççĕмĕш пайра «приписные» (1710 çулхи «Подушный окладпа» 1720 çулти перепиçрен пăрăннă çынсене) хушнă. Тăваттăмĕш пайра пĕр çул хушшинче вилнĕ пĕр арçынпа сакăр ачана кăтартнă. Çапла ялта çĕр çирĕм пилĕк арçын шутланнă, вĕсенчен тăххăрăшĕ вилнĕ. Элĕкхи чăвашсен ячĕсем кашни арçынпа хĕрарăмăн урăхла пулнă, икĕ пĕр пек ят перепиçре курăнмарĕ. Çакăн чухне Ураскан ачи (ячĕ паллă мар çемйипе) 1720-1721 çулсенче Урасскасси ялĕ вырăнне вăрман уçланкинчи çырма хĕрринчи çăлкуç патне куçса ларнă та ял пуçланă. Ураска перепиçе хутшăнас мар тесе аслă ывалĕ патне кайнă. Çапла яла Ураска касси (Ураскасси) теме пусланă. Вăл Савадер Ураскинăн (пирĕн ăрăва пуçласа яраканăн) пиччĕшĕ пулнă тетпĕр.

Иккĕмĕш «Ревизская сказкăна» 1747-мĕш çулта иртернĕ. Перепиçре малтанхи перепиçе кĕртнĕ çынсене кăтартнă. Вĕсем çуралнă çулĕсене икĕ перепиçпе палăртнă. Вилнĕ çынсен çулĕсене кăтартнă. Çĕнĕрен çуралнисене ашшĕпе пĕрле çырнă. Перепиçĕн пур листи çине канцелярист Иван Крашенинниковпа секретарь Алексей Астафьев алă пуснă.

Виççĕмĕш «Ревизская сказкăна» 1762-мĕш çулта иртернĕ. Перепиçе малтанхи перепиç пек тунă тата хĕрарăмсене те кĕртнĕ. Арçынсем арăмĕсене мĕнле ялтан илнине кăтартнă. Тĕне кĕнисен ятне священниксем (Хусанти духовный консистори пĕлтернипе) панине кăтартнă. Биболдино тата вулăсенчи ялсенчен арăмĕсене илни паллă. Ялта тĕне кĕнĕ çĕр хĕрĕх арçынпа çĕр хĕрĕх пилĕк хĕрарăм тата тĕне кĕмен вун тăватă арçынпа вун çичĕ хĕрарăм пулнă. Çавăн чухне Енĕш Норваш ялĕ Именкассинчи Шăхаль выселкинчи чиркÿ приходне кĕнĕ. Чиркÿре ачана тĕне кĕртме 50-60 çухрăм çÿреме тивнĕ. Перепиçпе Матвеев хушамата тĕне кĕртнĕ чухне ялти аллă икĕ çынна пани паллă. Тĕне кĕртнĕ чухне хушамата куммашшĕ ячĕпе панă. Матвей пупа чăвашсене тĕне кĕртме пулăшма янă салтаксен командирĕн ячĕ пулма пултарать. Тĕне 1762 çул хыççăн кĕнĕ пулсан тепĕр перепиçре вĕсене новокрещен тесе палăртнă та тĕне кĕнĕ хыççăн панă ячĕпе хушамачĕ хыççăн чăваш ятне вырăсла çырнă. Хĕрарăмсен çуралнă çулĕсене кăтартнă, анчах вилнĕ çулĕсене кăтартман. Виçĕ перепиçе кивĕ славян çырулăхĕпе тунă. Перепиç материалĕсене Ушаков Раççей патшалăхĕн ĕлĕкхи актсен архивĕнче (РГАДА) шыраса тупнă.

Тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш «Ревизская сказкăсем» 1782 тата 1795 çулсенче пулнă. Вĕсене архивра тупайман. Тупайман перепиç материалĕсем  33 çул хушши паллă мар. 1795 çулхи перепиç пĕтĕмлетĕвĕсене кĕнеке авторĕ Ушаков Э. 1762 çулхи перепиçре кăтартнă. Ялта 1795 çулхи перепиçе иртерме выборныйсене 1782 çулхи перепиç хыççăн тĕне Василий Терентьева Хочиля (Хучел), Матвей Онисимова Иати тата Степан Матвеева Сабрика (Хочиля, Иати тата Сабрик вырăсла çырнă чăваш ячĕсем) суйланă. 1795 çул хыççăн Хочиля çемйипе Хучел вырăнне вăрман уçланкине куçсан унăн ячĕпе ял пуçланса кайнă. Çапла пирĕн ял Тăрмăш, Ураскасси, Нюшкасси, Çĕнçырма, Патăръел районĕнчи Нăрваш Шăхаль тата Енĕш, Канаш районĕнчи Хучел ялĕсемшĕн ял амăшĕ шутланать.  Микушка ялне Тăрмăш çыннисем 1700-мĕш çулсенче пуçласа яма пултарнă та Енĕш Нăрваш ялĕ Микушкасемшĕн ял асламăшĕ пулма пултарать. 1795 çулчен вилнĕ çемйе хуçин ачисене шыраса тупма питĕ йывăр. Пиллĕкмĕш перепиçпе ялта икçĕр аллă пилĕк арçын пулнă. Малаллахи перепиçсен материалĕсене Чăваш республикин истори архивĕнче (РИА ЧР) тупнă.

Ултăмĕш «Ревизская сказкăна» 1811-мĕш çулта иртернĕ. Перепиçре хĕрарăмсене кăтартман. Перепиçе малтанхи перепиçсем пек тунă. Арçынсене рекруга илни çинчен çырнă. Ялта тĕне кĕнĕ виççĕр вунпĕр тата тĕне кĕмен вăтăр арçын пулнă. Перепиç выборнăйĕ (ячĕпе хушамачĕ паллă мар) хутла пĕлменрен, ăна ял халăхĕ панă доверенноçĕпе вăл ыйтнипе, перепиç çине Биболдино вулăсĕн писарĕ Михайла Кочетов алă пуснă.

Çиччĕмĕш «Ревизская сказкăна» 1816-мĕш çулта март уйăхĕнче иртернĕ. Çакă 1812 çулхи Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă. Перепиçе арçынсемпе хĕрарăмсене кĕртнĕ. Арçынсене рекрута илни çинчен çырнă.  Тĕне кĕнипе кĕменнине уйрăм çырнă. Ялта виççĕр çирĕм çичĕ арçын тата виççĕр çитмĕл пилĕк хĕрарăм шутланнă. Доверенный Степан Матвеев  хутла пĕлменрен доверенноçпа писарь Веретенников алă пуснă. 1818 çулхи 22 февральтен Енĕш Нăрваш ялне Вырăс Нăрваш (Русские Норваши) салинчи Святая  Екатерина чиркÿ приходне кĕртнĕ. Çынсене тĕне кĕртсен Вырăс Нăрваш чиркĕвĕнче çырма пуçланă.

Саккăрмĕш «Ревизская сказкăна» 1834-мĕш çулта иртернĕ. Ял пухăвĕнче иккĕмĕш декабрьте тĕрĕслесе çирĕплетнĕ. Арçынсене рекруга илни çинчен çырнă. Тĕне кĕнисене уйрăм çырнă. Ялта тăватçĕр вун тăватă арçын тата тăватçĕр сакăрвун тăватă хĕрарăм шутланнă. Перепиçе виçĕ ял пухăвĕнче пăхса тухни çинчен сказкосоставитель Биболдино вулăсĕн писарĕ Шупашкарти мещен ачи Александр Андреев алă пуснă.

Тăххăрмĕш «Ревизская сказкăна» 1858-мĕш çулта иртернĕ. Çак перепиçе Ушаков архивра шыраса тупайман. Перепиç тăрăх ялта çĕр вăтăр çемйелĕх пулнă. Кайран Хусанти казеннăй палата предписанипе пĕр çемйе «приписные» кантонистсен (военный поселенисенче пулнă хамăр ялтан рекрутра кайнă çын) çемйине хушса çырнă. Арçынсене рекрута илни çинчен çырнă. Тĕне кĕнĕ арçынсем патшалăх хресченĕсем (казенные поселяне), тĕне кĕмен арçынсем ясак хреçченĕсем (ясачные поселяне) шутланнă. Ясак налукран пысăкрах пулнă. Рекрутсене тата вĕсен ачисене налук илмелли çынсен шутне кĕртмен, мĕншĕн тесен вĕсем патшалăх умĕнчи парăмĕсене арминче пулнипе татнă тесе шутланă. Пин те çĕр аллă икĕ çын шутланнă.

Вуннăмĕш перепиçе «Семейный рекрутский списока» 1865-мĕш çулта иртернĕ. Иртнĕ тата хальха перепиçре çынсем миçе çултине,  вилнĕ çулĕсене,  рекрута илнине палăртнă. Арçын кама качча илнине тата хĕрсем качча кайнине кăтартнă. Кайран Хусанти казеннăй палата предписанипе пилĕк çемйе «приписные» кантонистсен çемйисене хушса çырнă. Арçынсене рекрута илни, килни тата арминче вилни çинчен çырнă. Пин те виççĕр хĕрĕх тăватă çын пулнă.

Вунпĕрмĕш перепиçе «Семейный рекрутский списока» 1871-мĕш çулта иртернĕ. Списока иртнĕ рекрут списокĕ пек тунă. Хусанти казеннăй палата предписанипе пилĕк çемйе военный поселенинчен (кантонран) куçса килнĕ салтак çемйисене хушса çырнă. Пин те тăватçĕр аллă çичĕ çын пулнă.

Вуниккĕмĕш перепиçе «Посемейный списока» 1888-мĕш çулта иртернĕ. Списока 1858-мĕш çулти «Ревизская сказка» пекех тунă. Çынсен шутне кăтартман.

Вунвиççĕмĕш «Раççейри пĕрремĕш пĕтĕмĕшле перепиç ятлă пулнă. Перепиçе 1897-мĕш çулта тунă. Çемйере пурăнакан çынсен çуралнă çулĕсене кăтартнă. Пин те тăхăрçĕр вун сакăр çын пулнă. Ялти Василий Великий чиркÿне 1898 çулта 1 январьте (14 январьте кивĕ стильпе) тасатса (освятить туса) хута янă.

Вунтăваттăмĕш перепиçе «Приговор о проверке посемейного списока» (малалла «Приговор) 1911-мĕш çулта пĕрремĕш январьте тунă. Списока 1858-мĕш çулта иртернĕ перепиçе тĕпе хурса тунă та кунта 1871, 1888, 1897 çулхи перепиçсен итогĕсем те кĕнĕ. Çак перепиçе саллткран килнĕ 77-мĕш ăрури ял ачи Алексей Сергеев питĕ тĕплĕ тунă. Перепиçе Алексей Владимирович Ванерке виçĕмçул февральте компютерпа питĕ лайăх кĕнеке туса кăларса пысăк ĕç тунă. Перепиçпе  ялта çĕр хĕрĕх пĕр  çемйелĕх (вĕсенчен çĕр вун тăватă çемйелĕх тĕне кĕнĕ, вунултă çемйелĕх тĕне кĕмен, анчах хăшпĕр ачисем тĕне кĕнĕ) тата «приписные» вунпĕр çемйелĕх пулнă). «Приписные» шутĕнче пилĕк кантонистăн (военный поселенисене пĕтерсен çуралнă вырăна куçарнисен), виçĕ салтак ачин, икĕ отставкăри салтакăн тата хĕртен сакунсăр çуралнă ачан çемйисем пулнă. Ялта пин те утмăл арçын тата пин те çĕр аллă ултă хĕрарăм пулнă.

 «Приговорта» çынсен пурнăçĕнчи пысăк пулăмсене кăтартнă. Çынсен метрикă кĕнекипе (свидетельство о рождении) çуралнă вăхăчĕсене, вилнĕ çулĕсене, вилнĕ çулĕсем паллă мар пулсан вилнĕ тесе çырнă, перепиçсем чухне миçе çултине, рекрута (салтака) кайни килнине, салтакра вилнине, тĕне кĕмен çынсен метрикă кĕнеки пулманнипе Çĕрпÿ уесĕн военный присутствийĕн (военкомат) комиссийĕ вĕсене пăхса çулне палăртни тата вĕсене хăçан салтака илмеллине пĕлтернине, кил хуçин кинĕпе сакунсăр çуралнă ача пулнине, хĕрсене урăх ялсенчен качча илнине, хĕрсем качча кайнине, Хусанти тата урăх çĕрти духовный консисторисем ялти çынсем тата салтакра пулнă чухне тĕне кĕнине пĕлтернине, ял пухĕвĕсен приговорĕпе пилĕк çынна тĕрлĕ çулсенче Çĕпĕре ссылкăна янине,  Хусанти казенный палата предписанипе священника вĕренсе тухнă виçĕ çынна налукран хăтарнине, Çĕпĕрти кĕпĕрнесене, уездсене, вулăссене тата ялсене камсен çемйисем революцинчен тата граждан вăрçи хыççăнхи выçлăх çулĕсенче куçса кайнине (тăванĕсен вĕсемпе çыхăну йĕркелеме пулать), граждан вăрçи вăхăтĕнче ялти сакăр çынна вăрçă вăхăтĕнчи законпа красноармеецсен отрячĕ судсăр (хăшĕ пĕри айăплă та пулман) персе вĕлернине, 1858 çулхи «Ревизская сказкăпа» 1911 çулхи «Приговор» хушшинче (52 çул) ялти хĕрĕх çемйери çынсем вилсе пĕтнине, пĕр çемйере çичĕ ывăл çуралса çамрăклах вилсе пынине тата ыттисене те пĕлме пулать .

  Перепиçсене пĕтĕмлетсен ялта хĕрарăмсем арçынсенчен 10-15% ытларах. 1710-1911 çулсем хушшинче ялти халăх вун çичĕ  хут тата 1911 çулта халăх шучĕ 1858 çултинчен икĕ хут патнех ÿснĕ.

                                                                                 Герасимов Н.П

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика