Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » “Аксар-шоуна” хутшăнтăмăр

00:00 27 декабря 2012 г.

“Аксар-шоуна” хутшăнтăмăр

“Аксар” студи ертÿçи Алексей Иванов çуллен Çĕнĕ çул умĕн концерт-шоу йĕркелет. Кăçал та, декабрĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх филармонийĕнче “Аксар-шоу” иртрĕ. Программа 2 пайран тăчĕ, 4 сехет ытлана тăсăлчĕ. Унта Енĕш Нăрвашри Г.Русская ертсе пыракан “Саймал” ушкăн та хутшăнчĕ. Ялти юрăçсем “Килсе курма васкарĕ” тата “Эй-хей, çумăр çу” юрăсене пурнăçларĕç. Ку çеç те мар, йĕркелÿçĕсем тата куракансем ыйтнипе Енĕш Нăрваш халăх театрĕн режиссерĕ З.Васильева кĕвĕленĕ (сăмахĕсене те хăех çырнă) “Эс те, эп те тăван” тата “Уйăх çинчи пике” çĕнĕ юрăсемпе паллаштарнă, вĕсене авторĕ эстрадăпа юрласа панă. Хамăр ял хĕрĕ, Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренекен Катя Тихонова юрланине те итлесе савăнтăмăр. Концерта Василий Раймов тата ытти паллă юрăçсем, ансамбльсем хутшăнчĕç. “Аксар” студи ертÿçине А.Иванова, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхне В.Петрова пире Шупашкарти концерта хутшăнма май туса панăшăн чĕререн тав тăватпăр.

 

З.ИВАНОВА , Енĕш Нăрваш халăх театрĕн режиссерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика