Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕнче пулчĕ .

00:00 29 декабря 2012 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕ умĕн Тăвай енри хăш-пĕр ялсене çитсе килчĕ, ватăсемпе, çемьесемпе тĕл пулса калаçрĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕ çынсене. унпа пĕрле халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ Л.Аввакумовапа çак йĕркесен авторĕ пулчĕç.

Малтанах Кушкăри ваттисен çуртне кĕрсе куртăмăр. Темиçе çул каялла юсанă ăна, газпа хутса ăшăтмалла тунă. Роспотребнадзор норминче кăтартнă пек çуртра сывлăш температури. Пÿлĕмсем таса. Кунта паянхи кун вун пĕр çын пурăнать. В.М.Бурлакова, А.М.Моисеева, Д.В.Саврукин, И.П.Петров, М.Н.Ларионов, М.Г.Петрова, М.И.Новиков, М.И.Краснова, В.В.Петров, П.П.Матвеев, Т.В.Разина пĕр çемьене пуçтарăннă, тесен те йăнăш мар. Вĕсен кашнин хăйĕн хуйхи, ыйтăвĕ. Владимир Алексеевич хăш-пĕринпе юнашар ларсах калаçрĕ, пулăшма пулчĕ.

Вырăн çинчен тăма пултаракан ветерансем уяв кĕрекине пухăннă. Хăйсем патне районтан хăнасем килнине пĕлсен питĕ савăнчĕç арçынсемпе хĕрарăмсем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке пенсионерсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, уявсем ячĕпе парнесем пачĕ.

Кушкăри ваттисен çуртĕнче О.Максимова, И.Степанова, Н.Горностаева, Н.Семенова ĕçлеççĕ. Апат пĕçереççĕ, вырăн çивиттисемпе кĕпе-тумтир, урайне çăваççĕ, пенсионерсене мунча хутса кĕртеççĕ тата ытти те. М.Степанов кунта пурăнакансен лăпкăлăхне хураллать каçхине.

Енĕш Нăрвашри Иван Сергеевич Иванов “Красная Чувашия” ЯХПКра виçĕ транспорт хатĕрĕпе ĕçлет, тесен те йăнăш мар. Сывă пурнăç нормине тытса пыракан водителе Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса хавхалантарнă. Унăн мăшăрĕ, Елена Степановна, фермăра ĕнесене пăхать, çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлессишĕн тăрăшрĕ.

Ивановсем пилĕк ача пăхса çитĕнтереççĕ. Аслăраххисем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă, иккĕшĕ ялти шкулта вĕренеççĕ. Кĕçĕнни, Данил, килтеччĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ Л.Аввакумова, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Сергеева Ивановсене çăмăл мар ĕçĕсенче ăнăçу, çемйине татах пысăклатма сунчĕç. Туслă мăшăр килнĕ хăнасене тав турĕ, малашне тăрăшарах ĕçлеме пулчĕ. Владимир Алексеевичран хĕпĕртесе йышăнчĕ пылак çимĕçсене вун çултан иртнĕ арçын ача. “Çакнашкал парнесем шкулта та пачĕç”, – савăнăçне пирĕнпе пайларĕ Данил. Эпир ăна “5” паллăсемпе вĕренме, хăвăрт ÿсме сĕнтĕмĕр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика