Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тăван амăшĕнчен те пахарах.

00:00 23 марта 2011 г.

Тăван амăшĕнчен те пахарах.

«Вĕсем-пирĕн ачасем…» Çапла çирĕплетсех калать Енĕш Нăрвашра пурăнакан Светлана Николаевна. Виçĕ çул каялла Михайловсен çемйинче йыш хутшăннă: пĕр тăван Альăпа Артура опекăна илнĕ. Тăван килĕ пулнă-ха, амăше те, арçын ачан вара- ашшĕ те. Мĕнех тăвăн, тĕпренчĕкĕсемшĕн хыпсах çунман çав аслисем. Çавна пулах ашшĕ-амăшĕн ирĕкне туртса илнĕ вĕсенне. Инкек пĕччен çÿремест теççĕ: çурт-йĕр çийĕн хĕрлĕ  автан алхаснă тата. Тăлăх шăпи хÿтлĕхсĕр юлнă аппăшĕпе шăллĕне Канаш хулинчи интерната илсе çитернĕ. Мĕнлерех килсе тухнă пулĕччĕ-ши вĕсен кун-çулĕ- пат татса калаймăн. Чăн та, выçă лармĕччĕç-ха, çĕтĕк çÿремĕччĕç, патшалăх хÿттинче нуша мĕнне туймасăр çитĕнĕччĕç. Тăлăхсен çуртĕнче пурте янтă вĕт: апатне пĕçернĕ, çуртне хутса ăшăтнă, кĕпе-йĕмне çуса тасатнă. Çак ырлăх-пурлăх ăçтан тупăннине ăша хывма пулăшакан, пурăнма вăрентекен пулман…

…Иккĕмĕш класра вĕренекен ывăлĕ сарăмсăр вилнĕ хыççăн канăçа çухатнă Светлана Николаевна. Тепĕр тĕпречĕкĕ – Леня - сывă та тĕрĕс-тĕкел çитĕнни те унăн тунсăхне сиреймен. Мăшăрĕпе Владимир Петровичпа канашланă хыççăн пĕр-пĕр тăлăха çемъене йышăнма тĕв тунă. Канмалли кунсенче Канашри интернатран  пĕр хут ачасем илсе килнĕ, тепĕр хут. Пĕччен мар тата, тăваттă таран, Çĕнĕ çул уявне саккăрăн килни те пулнă. Кашнинпех ăшшăн калаçнă, сăпайлăн хăналанă, ырă сунса ăсатнă.

   Мĕнех тăвăн, ăсатмах тивнĕ çав – амăшĕн чунĕ нихăшне те йышăнма пултарайман. Артурпа Аля Михайловсен кермен евĕр çурчĕн алăк урати урлă каçсан кусем шăпах унăн «ачисем» пулнине Светлана Николаенвна самантрах туйса илнĕ. Тек уйрăлман вара вĕсем…

   Халĕ пĕр  тăвансем тăлăхсем мар ĕнте. Кил хуçи хĕрарăмĕ вĕсене çут тĕнче парнеленĕ амăшĕ пур çĕртенех (шел, пурнас кун-çулě унăн кěске пулчě) анне тесе чěнтермен  пулин те кěçěннисем ăна чи çывăх çын тесех шутлаççě, хăйсене кунта юратнине, ырă суннине куллен туйса тăраççě.

   Аслă та хăтлă çуртра  вěсем валли  уйрăмшар пÿлěм хатěрленě, вěренме, канма, тавра курăма ÿстерме май туса панă. Кăмăлу пур тăк компьютер умне лар – ăс-тăна пуянлат е ÿт-пěве пиçěхтер – йěлтěр-коньки алă айěнчех. Ачасем шкулта лайăх вěренеççě, Аля –ударниксен йышěнче, Артурăн та пěрремěш çур çулта икě «тăваттă» кăна тухнă.

    Аслашшěпе  асламăшě Петр Михайловичпа Таисия Гурьевна кěçěннисемшěн тепěр  чух тунсăхласах çитеççě, пěр хушă  курнăçмаснах килсе курма васкаççě. Паллах, пушă алăпа мар, мăнукěсем валли ятарласа хатěрленě кучченеçпе.

   Ачасем кунта пурнăçа та вěренеççě: хуçалăхри тěрлě ěçе тума хăнăхса пыраççě. Михайловсен картиш тулли выльăх-чěрлěх вěт. Çу кунěсем çитсен пахчара тăрăшма тивет тата. «Ēçе хăнăхни – хăйсемшěн, - тет хěрарăм. – Вěсем – пирěн ачасем, 18 çул тултарсан та хамăртан ниçта та уйăрмастпăр. Ялти пурнăçа килěштернине шута илсе Артур валли пултăр тесе çурт туянтăмăр авă.»

     Петр Михайлович та, салтак тивěçне пурнăçласа  таврăннă Леонид та хÿтлěхе илнě ачасене юратаççě, вěсене телейлě тăвассишěн, тěрěс воспитани парса пурнăç çулě çине кăларассишěн, хăйсем пекех ěçчен те ăш пиллě çитěнтерессишěн тăрăшаççě.

    Альăпа Артур вара çакна туяççě, аслисене – чун ăшшине хăйсемшěн шеллемен чи çывăх çынсене кулленхи пěчěк çитěнěвěсемпе савăнтарма васкаççě: урокра илнě «5» паллăпа, хăйсем ăсталанă малтанхи ал ěçěпе, тěрлě тěлěнтермěшпе… (авт.В.Смирнова, 19.03.2011 ç. № 47-48 Хыпар  хаçатран илнě статья)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика