Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 16:00_ Тĕл пулу .

00:00 14 сентября 2012 г.

16:00_ Тĕл пулу .

2012 çулхи авǎн уйǎхĕн 12-мĕшĕнче ЧР культурǎн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чǎваш халǎх писателĕ Юхма Мишши (Михаил Николаевич Ильин) ытти писательсемпе тата культура ĕçченĕсемпе пĕрле ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула тĕл пулǎва килсе çитрĕç. Шкул ачисем, шкулта вĕрентекенсем вĕсене хаваспах хапǎл туса кĕтсе илчĕç, чǎваш çǎкрипе сǎйларĕç. Михаил Николаевич Юхма ĕлĕкхи чǎваш халǎх историйĕпе, çак вырǎнсенче çапǎçнǎ Искей Пайтулĕ паттǎр çинчен каласа пачĕ. Унǎн 50 ытла кĕнеки кун çути курнǎ, вĕсене 50 яхǎн чĕлхене куçарнǎ. Ăна Раççейре те, Раççей тулашĕнче те лайǎх пĕлеççĕ. Унпа пĕрле килсе çитнĕ ушкǎн ачасем валли чǎвашсем çинчен калакан 10 пине яхǎнлǎх кĕнеке парнелерĕ. Кашни хǎйĕнпе паллаштарчĕ, хǎйĕн кĕнекине кǎтартрĕ. Вĕсем: Аслǎ Таяпара çуралса ÿснĕ Елена Хĕвелпи çыравçǎ, Маргарита Гурьева телевиденире ĕçлекен, Таçук Юркки, Михаил Кавал тата Г.Кириллов писательсем, Лариса Дмитриева ертÿçĕ, Клара Осокина юрǎçǎ, Э.М.Сергеев тĕпчевçĕ тата ыттисем те. Клара Осокина чǎвашсен пĕрремĕш юрǎçи Эсмине евĕрлĕ авалхи чǎваш юррине шǎрантарчĕ. Вǎл хǎй те Эсмине премийĕн лауреачĕ иккен, ывǎлĕ – А.Осокин композитор кĕвĕленĕ юррисене юрлать.

        Ачасене тата вĕрентекенсене вĕсем пурте чǎвашлǎхшǎн çунса тǎнипе, çав тери сǎпайлǎ та пултаруллǎ пулнипе чунĕсене тыткǎнларĕç. Тĕл пулу асǎнмалǎх иртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика