Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 15:50_ Пуçра - ăс, алăра - ĕç

00:00 03 июля 2012 г.

15:50_ Пуçра - ăс, алăра - ĕç

Нумай çул парти, совет органĕсенче, шкул директорĕнче вăй хунă, кирек ăçта ĕçлесен те пуçаруллă, теветкеллĕ пулнипе палăрса тăракан Леонид Лукьянович Григорьев 2007 çулта Елчĕкре ритуал пулăшăвĕ парассипе тимлекен уйрăм çыннăн предприятине йĕркеленĕ. Хĕрес-тупăк ăсталани, вилнĕ çынсен ячĕсемпе сăн ỹкерчĕкĕсене чул палăк çине çырни çинчен каласа кăтартни, паллах, хаваслă мар. Апла пулин, шăпа пỹрни çитсен вилĕмрен никам та хăтăлса юлаймасть. Çакăн пирки чĕлхе çавăрса калаçма йывăр пулсан та çĕр çине пурăнма юлнисем çывăх çыннисемпе тăванĕсене, пĕлĕшĕсене юлашки çула сумлăн ăсатма тивĕçлех. Çавна май кирек камăн та ритуал пулăшăвĕпе усă курмалли пулма пултаратех. Районта çакăн йышши пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен предприяти пурри вилнĕ çынна тирпейлесе пытарассинчи ĕçсене йĕркелессинче нумай çăмăллăх туса парать. Ахаль пулсан çывăх çыннисемпе тăванĕсен тупăк-хĕресе ĕлĕкхи пек ятарласа ăста тытса тутармалла пулĕччĕ. Çаврăнăçуллă, саппаслă çынсем аптăрасах тăман пулĕ те, анчах тăванĕсем çук, пĕччен пурăнакан ватăсем вилсен хĕрес, тупăк ăсталамалли юрăхлă хăмине тупса илеймен вăхăтсем те пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕр-шыври аркану тапхăрĕнче, шăрпăк та дефицит таварсен шутĕнче пулнă вăхăтра Леонид Григорьев çак нушана хăй курнă. Ăна манăçа кăларма та хĕн: амăшĕпе пĕр тăван аппăшĕ вилсен тупăкпа хĕрес тутарма хăма тупас тесе ăçта кăна çитме тивмен унăн! Нуша килсен пуçа пушмак тăхăннă, тенĕ евĕр çакăн хыççăн вăл районта ритуал пулăшăвĕ парассипе тимлекен предприяти уçма кирлине ăнланса илет. Çынсене пахалăхлă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен Леонид Григорьевăн предпиятине хальхи вăхăтра республикăри район-хуласенче анчах мар, республика тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ, вĕсемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеççĕ. Малтанхи çулхисемпе танлаштарсан, пурнăçлакан ĕçсен калăпăшĕ те кунта нумай ỹснĕ. Тимĕртен эрешлесе тăвакан картасен, тротуар плиткисемпе брусчаткăн тĕслĕхĕсене курсан суйласа илме те пĕлмелле мар - вĕсем кунта темĕн тĕрли те пур. Юлашки вăхăтра кунта ялти, хулари пахча-дачăсене вырнаçтарма меллĕ, вĕсене çăмăллăнах вырăнтан-вырăна куçарма пулакан душ кабинисемпе туалет пỹлĕмĕсене те ăсталама тытăннă. Вĕсене те çынсем хапăлласах туянаççĕ. Предприяти хăйĕн бизнесне малалла аталантарас тĕллевпе уйрăм сайт йĕркеленĕ. Çавна май туса кăларакан продукци, тĕрлĕ пулăшусем пани çинчен сайт урлă тата тĕплĕнрех пĕлме пулать. ...Григорьевсен виçĕ ывăл. Вĕсем те ашшĕ пекех, мал ĕмĕтлĕ, пуçаруллă. Александрпа Григорий тата вĕсен мăшăрĕсем: Татьяна, Наталия - кунтах ĕçлеççĕ. Вĕсем Леонид Лукьянович çак вăхăтчен мĕн тунипе анчах лăпланса, канăçлăн пурăнмаççĕ, хăйсен ĕмĕт-тĕллевĕсене пурнăçа кĕртессипе тимлеççĕ. Александр финанспа коммерци ыйтăвĕсене татса парассипе тимлет. Наталия дизайнпа рекламăшăн яваплă, Татьяна чечек кăшăлĕсем çыхассине йĕркелесе пырать. Григорий профнастил, тимĕр черепица тата ăна ĕçе кĕртессинче кирлĕ ытти хушма изделисем туса кăларакан цех тăвассине хăй çине илчĕ. Çак шухăша район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин та ырласа йышăнчĕ. Çамрăкăн вăйĕ те, ăсĕ те çителĕклĕ. Вăл малтан бизнес-плана ăнăçлă хỹтĕлесе пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарма уйăракан 300 пин тенкĕлĕх гранта çĕнсе илме пултарчĕ. Григорий Леонидовичăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ - иртнĕ кунсенче çак цеха хута ячĕç, çынсенчен саккас та йышăнма тытăнчĕç. Çапла майпа районта пурăнакансен профнастил, тимĕр черепица туянас тесен ăна унчченхи пек аякран турттарса килесси çук. Елчĕкрех, мĕн тĕсли - кăвакки, хĕрли, хăмăрри... кăмăла кайнине куçпа курса туянма пулать. Тата вĕсене цехрах кирлĕ таран виçепе касса пама та пултараççĕ. Çакă питĕ меллĕ - укçана та перекетлеме май парать. Профнастилтан çỹллĕлетсе хăпартнă хăтлă та ирĕк цехра ытлашши пĕр япала та çук. Унта профнастил тата тимĕр черепица туса кăларакан хăватлă икĕ пысăк агрегат, металл касса хатĕрлекен ятарлă сĕтел тата ытти хушма изделисене туса кăларакан станоксем вырнаçтарнă. Кунта çурт-хуралтă тăррине витнĕ чухне кирлĕ хушма изделисене (конек, уголок, отлив тата ытти те) тăваççĕ. Цехра мĕн пур ĕçе пурнăçлама 4 çын та ĕлкĕрмелле. Эпир кунта малтан ятарласа пулса куртăмăр, çавна май предприятири кулленхи ĕç-хĕл мĕнле йĕркеленсе пынине тĕплĕн сăнласа каласа кăтартма та пултаратпăр. Малтан "Яльчикская" стрительство организацийĕ вырнаçнă территорие харпăрлăха илнĕ предприятире иртнĕ ырă вăхăтсенчи пекех хĕрỹ ĕç шавĕ тăрать - халĕ çакăн пеккине сайра курма пулать. Çуркуннехи-кĕркуннехи тапхăрта уйрăмах, ĕлкĕрме çук ĕç нумай. Хальхи вăхăтра кунта 26 çын яланлăх, шанчăклă ĕç вырăнĕ тупнă. Предприятире куллен мĕн чухлĕ хăма-пĕрене саваласа çураççĕ, тимĕр касса сварка ĕçĕсене пурнăçлаççĕ.... пулин те, кашни кун пухăнакан çỹп-çапа çийĕнчех пухса тирпейлени каласа кăтартмасăрах куçа курăнать. Унсăрăн территори çакăн пек тирпейлĕ курăнман пулĕччĕ. Григорьев асли - Леонид Лукьянович "ĕç тупма çук" тесе ỹпкелешсе калаçакан хăш-пĕр çамрăкран тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет. Унăн шучĕпе, ỹркенмен, теветкеллĕ çын хăйне килĕшекен ĕç тупатех. - 20 çул çамрăкрах пул- сан-и, кирек епле ĕçе те пикенме пулнă пулĕччĕ. Çамрăксемшĕн, пушшех, мĕн пур çĕрте çул уçă. Вĕсене, авă, хăйсен ĕçĕсене йĕркелесе яма патшалăх та тĕрлĕ енлĕн пулăшать, - тет вăл. Л.Григорьев районта столяр цехĕ кирлине палăртать. Тимĕр сетка çыхакан тата пăта тăвакан цехсем кирлĕ. Çаксем пирки мĕншĕн никам та шухăшламасть? Григорьевсем пек тăрăшуллă çынсем нихăçан та алă усса ларас çук. Паян пурнăçлама пултарнă ĕç те вĕсемшĕн чикĕ мар, малашнехи ĕмĕт-тĕллевĕсем те пысăк....

Материала Светлана АРХИПОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика