Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 15^25_ Инвалида та хĕрхенмен .

00:00 28 июня 2012 г.

 Елчĕк район сучĕ 1979 çулта Томск облаçĕнче çуралнă, халĕ Сăрьел ялĕнче пурăнакан А. РФ Уголовлă кодексăн 111 статйин 2-мĕш пайĕн "б" пункчĕпе пăхнă преступлени тунăшăн айăпласа приговор йышăннă. А. пĕрле пурăнакан хĕрарăмпа тата çак ялта пурăнакан пĕрремĕш ушкăнри инвалидпа пĕрле эрех ĕçнĕ хыççăн харкашса кайнă. Хăйне хỹтĕлеме пултарайман инвалида кăкăрĕнчен çĕçĕпе чиксе йывăр суранлатнă. А. хăйĕн айăпне йышăнман тата преступлени тунине куракансем пулман пулин те, патшалăх айăплавçи преступление вăл тунине çирĕплетсе пама пултарнă. А. унччен те йывăр преступлени туса судпа айăпланнине тата айăпа йывăрлатакан лару-тăрăва шута илсе ăна 5 çуллăха ирĕклĕх правинчен хăтарнă.

П.КОКОРЕВ, Елчĕк районĕн прокурорĕн заместителĕ, 1 класлă юрист.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика