00:00 19 июня 2012 г.
2012 çулхи çĕртме уйǎхĕн 18-мĕшĕнче ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче вырнаçнǎ «Факел» лагерьте юрǎ-ташǎ, сǎвǎ конкурсĕ иртрĕ. Пурте хастар, пултаруллǎ пулчĕç. Пуринчен ытларах куракансене Ильина Лина «Шурǎ кǎвакарчǎн», Панкратова Алина «Вǎйǎра» юррипе савǎнтарчĕç. «Юнга» отрядри юрǎçǎсем «Ай, юрлар-и» юррипе чуна тыткǎнларĕç. Ташǎçǎсенчен пултаруллисем Ильина Лина, Сусметова Анастасия, Панкратова Алина, Васильева Лариса пулчĕç. Сǎвǎ каласа параканнисем те йышлǎн пулчĕç. Вĕсенчен чи кĕçĕннисене палǎртмалла. «Фламинго» отрядран Иванов Коля «Кукша пуç», Яковлева Ксюша «Каюра», Терёхин Илья «Чǎх чĕппи», Сусметова Настя «Мулкач», Панкратова Алина «Гном», Ильина Лина «Асанне» сǎввисене ǎста каласа пачĕç. Пурне те вĕсене ǎшшǎн алǎ çупса саламланисĕр пуçне «пылак приз» лекрĕ.