Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 09:35_ Хавхалану пысăк

00:00 06 июня 2012 г.

09:35_ Хавхалану пысăк

    "Победа" сахал яваплă юлташлăхри механизаторсем выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пикенчĕç. Çак ĕçре ял хуçалăхĕн çĕнĕ йышши машинисемпе усă курни те пуçаруллă пулма хистет. Ял хуçалăх предприятийĕн уй-хирне ĕнер ирех çитрĕмĕр. Ĕлкĕреймерĕмĕр, механизаторсем выльăх апачĕ хатĕрлекен мĕн пур техникăна ĕçлеттерме тытăннă та. Василий Портновпа Валерий Николаев нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкне çĕнĕ ДОН-687М комбайнпа çулаççĕ. Вĕтетсе хатĕрленĕ техĕмлĕ ешĕл апата çийĕнчех КТУ-10 агрегат çине тиеççĕ. Николай Логинов ăна фермăна мăйракаллă шултăра выльăхсене тăрантарма, çуллахи лагере сăвакан ĕнесем патне леçет. Хăй тĕллĕн çỹрекен универсал косилкăна, Пеликан-1200 пресс-подборщика, утта типĕтме сапалакан - пухакан кĕреплене те кăçал туяннă. Владимир Козлов механизатора утта типĕтме сапалакан - пухакан кĕреплепе ĕçлеме çирĕплетнĕ. Шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларать вăл. Пресс-подборщикпа ĕçлекен Лев Портнов та сăмаха çилпе вĕçтерекен çын мар, ахальтен мар ăна та яваплă ĕç шанса панă - ĕнер вăл хатĕр курăка рулонсене хывма пикенчĕ. 30 çул ытла механизаторта ĕçлекен Лев Портнов ял хуçалăх предприятийĕнчи паянхи ĕç условийĕсемпе питех те кăмăллă. - Çĕнĕ йышши техника хатĕрĕсен шавĕ те сахалрах, шăрăх çанталăкра кабинăсене уçăлтарма пулать, ĕлĕкхи пек çил те вĕрмест, - тет вăл. Ял хуçалăх предприятийĕнче пĕр çул тата нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ 350 гектар йышăнать. Çав шутра 30 гектар çинче козлятник те çитĕнет,унран кашни çул паха апат хатĕрлеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне кунта нумай çул ỹсекен курăксене 100 гектара яхăн çулнă. Сăн ỹкерчĕкре: Надежда Цыганова агрономпа Анатолий Алексеев инженер Лев Портнов (варринче) ĕçне курса савăнаççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика