Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 09:30_ Çамрăксемшĕн тĕслĕх

00:00 06 июня 2012 г.

    Ырă ĕçĕн хакĕ пысăк", - тенĕ мĕн ĕлĕкренех ватăсем. Куç хупса илнĕн иртет этем ĕмĕрĕ. Мĕн авалтан чăваш халăхĕ хăйĕн илемлĕ те сăпайлă хĕрĕсемпе палăрса тăнă. Шăпах çак йыша кĕртес килет пĕрле чылай çул ĕçленĕ Надежда Моисеевна Краснова библиотекаре. Надежда Моисеевна Тăвай районне кĕрекен Вăтаел ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Новгородри совхоз-техникумра ветеринара вĕренсе диплом илнĕ. Çичĕ уйăх Тăвайĕнче фельдшерта ĕçленĕ хыççăн çамрăксемпе пĕрле Шупашкар хулине тухса кайнă. Унта Кивĕ Эйпеç каччипе паллашнă. 1983 çулта Геннадий Красновпа çемье çавăрса яла куçса килнĕ. Надежда Моисеевна юратнă мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ỹстернĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлỹллĕ. 1989 çултан Надежда Моисеевна Кивĕ Эйпеçĕнчи библиотекăра ĕçлеме пуçланă. 23 çул вăл çак пархатарлă профессинче тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăра Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинче куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Мĕн ачаранах кĕнекепе çывăх пулни Надежда Моисеевнăна кулленхи ĕçре пулăшнă. Библиотекарь вулавăша çỹрекен халăха кĕнекесем вулаттарнисĕр пуçне тата тĕрлĕрен клуб, кружок ертсе пынă. "Салампи" клуба çỹрекенсене тĕрлĕ эрешсем çыхма вĕрентнĕ. "Кĕлпикесем" вара çемçе теттесем çĕлесе ăсталанă. Вĕсем лавккаринчен кая мар пулнă. Район шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурссенче, выставкăсенче Надежда Моисеевнăн ĕçĕсем малти вырăнсене йышăннă, курава килекенсене пĕрре мар кăсăклантарнă. Н.Краснова кашни вулакан кăмăлне тупса тĕрлĕрен сĕнỹсем панă, хăйне шанса панă ĕçсене яланах тивĕçлипе пурнăçласа пыма тăрăшнă. Надежда Моисеевна çурхи илемлĕ кун 55 çул тултарчĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Апла пулсан та ял çыннисемпе юнашар вăл.

Л.ДАНИЛОВА, Энтепе ялĕнчи библиотекарь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика