Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 10:00_ Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче Чǎваш чĕлхи кунне ирттерне.

00:00 26 апреля 2012 г.

Автор: Федорова Е.С.

  Çулленех, ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче, ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче Чǎваш чĕлхи кунне ирттересси пурнǎçа кĕчĕ. Темле хǎйне евĕрлĕ асамлǎ тапхǎрпа – çут çанталǎк чĕрĕлĕвĕпе, çурхи ǎшǎ кунсемпе пĕрле иртет ку уяв. Вǎл чǎвашсене çутта кǎлараканǎн И.Я.Яковлевǎн çуралнǎ кунĕпе тĕл килет.

    И.Я.Яковлев 1848-мĕш çулхи ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Кǎнна Кушки ялĕнче çуралнǎ. Пĕчĕклех тǎлǎха тǎрса юлнǎ. Пахомовсен усрав ачи пулса ÿснĕ. Сакǎр çула çитнĕ-çитменех лашапа ака-суха тунǎ, çурлапа тырǎ вырнǎ, çǎпата та хуçнǎ. Хресчен ĕçĕ мĕн тери йывǎр, çав вǎхǎтрах пархатарлǎ пулнине чĕрипе туйса çитĕннĕ. Вĕреннĕ çын кǎна пурнǎçа çǎмǎллатасса лайǎх ǎнланнǎ вǎл. Чĕмпĕрти гимназире, Хусанти университетра  ǎс пухать. Ырми-канми вǎй хунипе 1868 çулта  Чǎваш шкулĕ уçǎлать. Çак шкултан ĕнтĕ чǎвашсен пулас вĕрентекенĕсем, çыравçисем, культурǎпа искусство çыннисем ÿссе çитĕнеççĕ. Тǎван сǎмах сумĕ чи çÿллĕ шая хǎпарса çитет, чǎваш алфавичĕ йĕркеленет, халǎха вĕрентес ĕç анлǎн тапранса каять, илемлĕ литература чĕлхи никĕсленет, чǎваш юрри-кĕвви çунат сарать. И.Я.Яковлев уçнǎ Чĕмпĕрти шкултан вĕренсе тухнǎ çамрǎксем – К.Иванов, М.Трубина, Ф.Павлов тата ыттисем те - тǎван халǎх тĕнче курǎмне çĕнĕ пусǎма çĕклеме мехел çитереççĕ.

     Чǎннипех те Улǎп çын пулнǎ И.Я.Яковлев! Ун ĕçне хакласа пĕтереймĕн, пĕр сǎмахпа пысǎк чунлǎ çын кǎна çакǎн пек пулма пултарать. 50 çул хушши тǎван халǎх чечекленĕвĕшĕн, пуласлǎхĕшĕн вǎй хунǎ вǎл. Вĕрентÿ ĕçĕпе пĕрлех илемлĕ литература ани çинче те çанǎ тавǎрсах ĕçленĕ. И.Я.Яковлев уйрǎмах ача-пǎча хайлавĕсем çырнипе паллǎ: «Кулачǎ», «Лаша шырани», «Çил-тǎвǎл» т.ыт.те. Библи сыпǎкĕсене те чǎвашла куçарнǎ. Аслǎ Вĕрентекен пил панипе чǎваш ялĕсенче шкулсем уçǎлнǎ.

1921 çулта ватǎлса, вǎйсǎрланса пыракан И.Я.Яковлев тǎван халǎх валли Халал çырать. Чǎваш çыннишĕн вǎл ыр сунǎм пехилĕ пек те, малашнехи ǎрусемшĕн вĕрентсе калани те. Хǎш-пĕр йĕркисене кǎна илер.

    «Манǎн чунǎм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халĕ те акǎ манǎн мĕн пур шухǎшǎм сирĕн çийĕре куçрĕ. Вырǎс халǎхĕ питĕ пысǎк халǎх. Вǎл ырǎ кǎмǎллǎ, ǎслǎ. Эсир ǎна итлĕр, юратса пурǎнǎр, унǎн ǎсĕн вǎйĕ, ырǎ кǎмǎлĕ, пурнǎçа малалла ярас шухǎшĕ хисепсĕр нумай, нихçан та пĕтес çук», «Эсир хǎвǎр халǎхǎрǎн чĕлхине хирĕç тǎмасан халǎх кǎмǎлне пĕтĕмпех хǎвǎр аллǎрта тытса тǎрǎр», «Пĕр-пĕринпе сапǎр пулǎр, çукшǎн-пуршǎн чашкǎрса çÿресрен, харкашасран аякра тǎрǎр», «Кукǎр çулпа çÿресрен, ултавпа тǎвас ĕçрен хǎраса тǎрǎр: тÿрĕлĕхсĕр курнǎ усǎ, ултавпа тупнǎ телей тĕреклĕ мар, вǎл вǎраха пымасть»… Мĕн чухлĕ сапǎрлǎхпа ǎш пиллĕх тапса тǎрать Халал сǎмахĕсенче! Халал сǎмахĕсен пĕлтерĕшĕ нихǎш вǎхǎтра та кивелмĕ. Ăна ǎша хывса пурǎнасчĕ.   

                                                               Уяв программи

1. Иванова Вера И.Я.Яковлев пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ çинчен каласа парать.

2. П. Ялкирǎн «Интермедисем» хайлаври сценка. Выляканĕсем:

Хǎюллǎ Уля – Маркова Анжелика (5 кл.)

Хаваслǎ Вася – Ильин Саша (5 кл.)

 3. «Ачаран» юрǎ. Юрлаканĕсем – Васильев Дима тата Мартемьянов Женя (6 кл.)

4. «Ăçта тĕрĕслĕх?» сценка. Выляканĕсем: Перцева Алина (8 кл.), Новиков Вадим (5 кл.)

5.  «Шурǎ кǎвакарчǎн» юрǎ, юрлаканĕ – Маркова Анжела

6. «Парне» сценка, выляканĕсем: Пыркина Вика (6 кл.), Марков Андрей (6 кл.)

7. «Тусǎмпа» юрǎ, юрлаканĕ – Иванова Вера (9 кл.)

8. «Хуралçǎ» сценка, выляканĕсем: Гаврилова Регина (6 кл.), Николаев Аркадий (6 кл.)

9. Ухсай Яккǎвĕн «Чǎваш чĕлхи» сǎввине пǎхмасǎр Головина Кристина (9 кл.) вуласа парать.

10. «Вывеска» сценка. Выляканĕсем: Изратова Клава (6 кл.), Смирнов Дима (6 кл.)

11. «Сǎн ÿкерчĕк» ташǎ. Ташлаканĕсем: Васильева Лариса (7 кл.), Мартемьянов Николай (7 кл.)

12. «Шǎшисем» сценка. Выляканĕсем: Новикова Татьяна (7 кл.), Теренин Вова (7 кл.)

13. 8-мĕш классем Иван Мучин «Асаплǎ сǎмахсем» тата «Килти экзамен» хайлавĕсем тǎрǎх хатĕрленĕ сценкǎсем лартса параççĕ.

 

14. Пурте пĕрле чǎваш халǎхĕн  «Шǎнкǎр-шǎнкǎр шыв юхать» юррине ура çине тǎрса юрлани.

 

                                                                   Пĕтĕмлетÿ

    Тǎван чĕлхе – атте-анне чĕлхи. Сǎвǎç калашле, ашшĕ-амǎшне хисеплекен çын тǎван чĕлхене те хисеплĕ, нихǎçан та нимĕнпе те улǎштармĕ. И.Я.Яковлев халалĕсене асра тытса пурǎнĕ.Тĕрĕс, чǎваш халǎхĕ пурǎннǎ чухне унǎн чĕлхи те ĕмĕр-ĕмĕр чĕрĕ, тĕрĕс-тĕкел пурǎнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика