Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ыркăмăллăх субботникĕ

16:26 07 мая 2019 г.

Ял илемĕ - пирĕн пурнăçăн тĕкĕрĕ. Çакăншăн тăрăшаççĕ Сăхăтпуç çыннисем те. Çулленех ырă йăлапа юр кайса пĕтнĕ хыççăнах субботнике пуçтарăнаççĕ вĕсем.

Кăçал та ял вĕçĕнчен пуçларăмăр тирпейлессине. Акă вĕсем маттурсем - Галина Яковлева, Ирина Андреева, Надежда Андреева, Николай Васильев, Сергей Храмов, Оксана Храмова. Çуллен активлă хутшăнаççĕ тавралăха тирпей-илем кÿрес ĕçе. Аслă Отечествăлла вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк тавра, унтан кивĕ культура çурчĕн картишне тасатрăмăр. Ялти фельдшерица Ирина Андреева, почта пикисем Елена Исаева, Валентина Владимирова тата Марина Емельянова, Рада Трофимова, Зоя Андреева, Венера Якку, шкул ачисем те тав сăмахне тивĕçлĕ. Вĕсем хастарлăхĕпе кăна мар, шÿт-лесе те хавхалантарса тăчĕç аслăраххисене. Çавăн пекех Людмила Ивановна Якку, Аля Лебедева, Наташа Яковлева, Тамара Васильева, Елизавета Касмыкова, Галя Храмова, Константин Лебедев, Вячеслав Михайлов, Юрий Храмов хăйсен патĕнчи çырма-çатрана типтерлерĕç. Ара, хамăртан килет çке-ха ялта таса пуласси. Туслăн та ырă кăмăл-туйăмпа ĕçленипе кĕске самантрах тавралăх сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. «Малашне те çапла пĕрле кар тăрса хастаррăн ирттересчĕ субботниксене»,-терĕç ял илемĕшĕн тимлекенсем.

Шимкусский территориальный отдел

Первоисточник: «ЯЛ ECЧЕНE» («СЕЛЬСКИЙ ТРУЖЕНИК»)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика