Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çурхи ĕçсем - пысăк тухăçшăн

11:36 30 апреля 2019 г.

Çĕр ĕçлекен çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра та лайăх туса ирттерме тăрăшать, нÿрĕкпе акса хăварма ăшталанать. Сергей Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕнче те виçĕм-кун акана тухрĕç, унчченхи «Шимкусский» хуçалăхăн машина-трактор паркĕ çывăхĕн-чи уйра пĕр çул ÿсекен курăксем - викăпа сĕлĕ тата судан курăкĕн хутăшĕ акма тытăнчĕç. Уйĕ самай пысăк, Тушкил вăрманĕ патнех çитет. Малта виçĕ Т-150 трактор çĕре кăпкалатса хатĕрлет. Вĕсемпе Валерий Алексеев, Алексей Александров тата Николай Васильев механизаторсем ĕçлеççĕ. Агрегатсем умлăн-хыçлăн тикĕс чупаççĕ, сăлтавсăр чарăнса вăхăта ирттермеççĕ. Çĕре типĕтсе вырттарас мар тесе, çийĕнчех икĕ агрегат акма тухнă. Вĕсене МТЗ-82 тракторсенчен СЗ-5,4 сеялкăсем çаклатса йĕркеленĕ. Икĕ Саша - пĕринпе Александр Васильев, тепринпе Александр Александров акаççĕ. Кунти ĕçсене Александр Валерьевич Федоров управляющи йĕркелесе тăрать. Унăн ывăлĕ - Шупашкарта строителе вĕренекен Роман Федоров та агрегатсем патне машинăпа вăрлăх илсе тухрĕ. Пĕчĕкренех хуçалăхри ĕçсене хутшăннине каларĕç. Унăн машин-трактор прависем те пур иккен. Тăрăшать çамрăк. КамАЗпа минераллă удобрени - аммиак селитри кÿрсе пынă. Александр Дубровин, Иван Мокеев тата ыттисем пулăшаççĕ вăрлăхпа удобрение сеялкăсем çине тиеме. Удобрение вăрлăхпа пĕрле парса хăвараççĕ, тухăçа çапла никĕслеççĕ. Райадминистрацин АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов агроном та кунта, вăл ака норми тума пулăшать.

А.Федоров управляющи иртнĕ кĕркунне кăçал акса тумалли анасен пысăк пайне сухаласа е дискаторпа ĕçлесе хатĕрленине, мĕнпур лаптăка удобренипе акассине каларĕ. Выльăх апачлĕх сĕтеклĕ культура - кукуруза та 200 гектар пулассине хыпар турĕ.

Çуракинче ан çывăр, теççĕ. Ку ĕнтĕ пулас тухăçшăн çине тăрса ĕçлеме кирлине пĕлтерет.

Шимкусский территориальный отдел

Первоисточник: «ЯЛ ECЧЕНE»

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика