Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Антонина Терентьевна Терентьева 95 çул тултарчĕ.

00:00 19 февраля 2013 г.

      Антонина Терентьевна Терентьева 95 çул тултарчĕ.

      Антонина Терентьевна Терентьева (хĕр чухнехи хушамачĕ Коновалова, Тимофеева) нарăсăн 18-мĕшĕнче 95 çул тултарчĕ.

     Антонина Терентьевна Тăвай районĕн Ямбулат ялĕнче çуралнă. Хăйĕн ӳсĕмĕнчи ытти нумай-нумай тантăшĕсем пекех, хура-шурра сахал мар курнă. 1918 çулта çуралнăскер, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ӳснĕ вăл. Ямбулат шкулĕнче 4 класс пĕтернĕ. Вăрçă тухиччен Тимофеев Иван Тимофеевичпа  пĕрлешнĕ. Мăшăрĕпе пĕрле вĕсем 4 ача çуратса ӳстернĕ. Пĕр ывăлĕ йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă.

     Вăрçă тухсан Атонинăна тантăшĕсемпе пĕрле Тăвай таврашне окоп-траншея чавма янă. Унта шартлама сивĕре лум-кĕреçепе, выçăллă-тутăллă ĕçленĕ.

     Мĕн пурнăç тăршшĕпе Антонина Терентьева колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Паянхи кун кинемейĕн сывлăхĕ хавшанă. РФ Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн «1941-1945 çç.. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене кил-çуртпа тивĕççтересси пирки»  2011 çулта Антонина Терентьевна Терентьевнăна Тăвайĕнче пĕр пӳлĕмлĕ хваттер уйăрса панă. Хальлĕхе кинемей ялтах пурăнать, ăна ывăлĕ пăхать.

     Çавра датăпа саламлама Антонина Терентьевнăна районтан пысăк делегаци килнĕ. Тăвай районĕн пуçлăхĕ В. Ванерке, Тăвай районĕн социаллă хӳтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Л.Аввакумова, Турикас Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П. Захаров, Тушкилти ветерансен союзĕн председателĕ Т.Петрова юбиляра чун-чĕререн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç, парне пачĕç. Хăйне çакăн пек чысланăшăн ветеран пурне те ăшшăн тав турĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика