Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тушкил çамрăкĕсем Чечен çěрě çинче вилнĕ Александр Мироновăн Асăну кунне ирттерчĕç

00:00 08 февраля 2013 г.

Нарăс уйăхěн 6-мěшěнче, юн кун Тушкил çамрăкĕсем Чечен çěрě çинче вилнĕ Александр Мироновăн Асăну кунне ирттерчĕç. Вĕсем Тушкил масарě çинче пулчĕç. Кунта Александр Миронов мĕн ĕмĕрлĕхех канăç тупнă. Саша пирки ырăпа аса илчĕç, ăна асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

   Çапла, 1975 çулхи кăрлач уйăхěн 6-мěшěнче çуралнă чăваш каччин пурнăçě кěтмен çěртен питě ир – 1995 çулхи нарăс уйăхěн 6-мěшěнче татăлнă. Ĕненме те йывăр тата чĕрене çурса ярасла хăрушă хыпар Ямбулатри Мироновсен килне çитсе çапса хуçнă. Кил хуçи амăшĕ – Антонина Петровна та, пиччĕшĕ - Вячеслав та, шăллĕ – Алексей та, аппăшĕсем, асламăшĕпе ытти тăванěсем те, тус-юлташěсемпе мěн пур ял-йыш та Саша тăван тăрăха ыр-сыввăн таврăнасса тем пекех кěтнě-çке. Вăл ачаран спортпа туслă çитěннě, кил-çуртра нимěнле ěçрен те хăраса тăман. 1993 çулта çара кайнă А. Миронов. Тушкил каччи 20 çул тултарнă хыççăн шăп та лăп тепĕр уйăхран Чечен Республикинче мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуçне хунă. Çирĕм çул ытларах çеç пурăннă пулин те, вăл хăйне пěлекен-паллакансем хушшинче ырă ят хăварнă…

   Тушкил клубĕнче, библиотекăра А.Мироновăн кěске кун-çулне сăнлакан стендсем вырнаçтарнă.  Кашни çулах  А.Миронов ячĕпе волейбол турнирне ирттереççĕ.

        Паттăрсене манмалла мар пирěн. Çакă хальхи самрăк ăрăвăн асěнче мěн ěмěрлěхех юлмалла. Саша пек Тăван çěр-шыв пуласлăхěшěн хăйсен пурнăçне те шеллемен паттăрсем пуртан эпир мирлě тÿпе айěнче пурăнатпăр та.

   Çапла паттăрсем вилмеççĕ, вĕсем яланах стройра, Саша, эсĕ паян та пирĕнпе пĕрлех!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика