Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чунĕпе паян та çамрăк

00:00 29 января 2013 г.

Иртнĕ кунсене шутлама хушмаççĕ пулсан та пурăнса ирттернĕ çулсене тишкерни темех мар пулĕ. Ачалăх, çамрăклăх тапхăрĕ çурхи шыв пек васкаса, кĕрлесе иртсе каять, чунра ырă аса илÿсем çуратать. Туй, ачасем çурални, çемьеллĕ пурнăç, кулленхи ĕç... Пурнăç кустăрми çаврăннă май кун-çул шав малалла шăвать. Сисĕнмесĕрех ватлăх кунĕ те алăкран шаккать.

Сăхăтпуçĕнче пурăнакан Василий Андреевăн та аса илмелли тем чухлех. Вăл пĕчĕкрен çĕр çинче ĕçлеме юратнă. Çичĕ класс пĕтерсен Тăвайне механизаторсен шкулне вĕренме кĕнĕ. Вĕренсе тухсан Пуянкассинче тракторист пулса ĕçленĕ.

Салтака кайса килсен Сăхăтпуçĕнче электрик пулса ĕçлеме тытăннă. Кĕске вăхăт хушшинчех Андреев В.Г. тата яваплăрах ĕç шаннă, вăл – Тăвайĕнче бригадирта ĕçленĕ. Пĕр хушă ялти сысна фермин заведующийĕнче те вăй хунă. Анчах, вăл чунĕпе çĕр енне туртăнаканскер, колхозра бригадирта ĕçлеме пуçланă.

Тăрăшуллă ĕçлекн çынна асăрхамасăр хăварман, Василий Андреева ĕçре тунă çитĕнÿсемшĕн орденпа,   Хисеп грамотисемпе чысланă. Ялта ятлă-сумлă Василий Григорьевичпа Мария Ивановна тăватă ывăл çуратса, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тĕпренчĕкĕсем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те пултаруллă, ырă кăмăллă та сăпай.

Хăйĕн пурнăçне хĕрÿ ĕçре ирттернĕ В. Андреев çак кунсенче 80 çулне паллă тăвать. Çуралнă кунĕпе ăна  Тушкил ял администрацийĕ чун-чĕререн саламлать, нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика