Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тушкилсем сивĕ хĕле ăсатса ячĕç

00:00 20 февраля 2012 г.

Тушкилсем сивĕ хĕле ăсатса ячĕç

Иртнĕ вырсарникун Тушкил ял халăхĕ, ватти-вĕтти, çанталăк сиввине пăхмасăр, Хĕл мучие ăсатма Аслă урама пухăнчĕ. Ирех илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Уяв пуçланас умĕн Турикас Тушкил ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.И. Захаров сăмах илчĕ,  ял- хуçалăх ертÿçи Ю.А.Алексеевпа Тăвай районĕн депутачĕ  С.П.Орлова та ял халăхне   уяв ячĕпе саламларĕç,  унтан концерт пуçланчĕ. Культура ĕçченĕсем, хор кружокĕн членĕсем, хăйсен йĕс шăнкăрав пек сассисемпе илемлĕ чăваш юррисем шăрантарчĕç, пĕчĕк сценка кăтартрĕç Купăсçă чуна çĕклентерсе яракан хитре кĕвĕсем вылярĕ. Çăварни лашине Ю.А.Алексеев кÿлсе тухнă. Ача-пăча ун йĕри-тавра  хавасланса чупрĕ, хĕвĕшрĕ, лаша çуни çине купаланса ларса ярăнчĕ. Лашине мĕнле кăна илемлетмен-ши? Йĕс шăнкăравсем  те çакса тултарнă туртасем çине. Лавçи те, ачисем те кăмăллă. Унтан тĕрлĕ-тĕрлĕ вăйăсем ирттерчĕç. Чи хастаррисене, мала тухнисене, парнесем пачĕç. Уява килнĕ хăнасене пĕлĕмпе хăналарĕç. Уяв чăн та çÿллĕ шайра иртрĕ. Çапла ăсатса ячĕç Тушкилсем сивĕ хĕле. Пурте çĕкленÿллĕн хавас кăмăлпа хăйсен килĕсене хăнисене кĕтсе илме саланчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика