00:00 28 декабря 2011 г.
Раштав уйăхěн 27- мěшěнче Турикас Тушкил ялěнчи культура çурчěн спортзалěнче шкул ачисен хушшинче волейбол турнирě иртрě. Вăййа Захаров В.С. тренер ертсе пычĕ. Çапăçусенче пирĕн хěрсем хăйсене питĕ паха кăтартрĕç, 1-мĕш вырăн йышăнма пултарчěç. 2-мĕш вырăна Йăнтăрчсен арçын ачисем тухрěç, 3-мĕш вырăнта - Тушкил арçын ачисем. Палăрнисене пурне те парнесемпе чысларěç.
Волейбол турнирне ирттерсе яма Моряков А.Н., Турикас Тушкил ял тăрăхěн администрацийě пулăшрě.