Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чернова Анна Федотовна хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

13:56 26 июля 2023 г.

    Çак кунсенче Чернова Анна Федотовна хӑйӗн 95 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл 1928 – мӗш çулхи утӑ уйӑхӗн 25 – мӗш числинче Çӗне Ишпуç ялӗнче çуралнӑ.

    Ҫак паллӑ кунпа ӑна  Чутей ял территори  пайӗн начальникӗ  Белов Д. В. , Çӗнӗ Ишпуçӗнчи ветерансемпе тыл ӗçченӗсен Совечӗн ертӳçи Александров Н. М.  ӑшшӑн саламланӑ. Анна Федотовнӑна çирӗп сывлӑх, ырлӑх тата  вӑрӑм ӗмӗр суннӑ. Хисеплӗ хӑнасем тыл  ветеранне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн В.В. Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне, чечексем, асӑнмалӑх парне панӑ.

    Ӑшӑ калаҫу пынӑ май юбилярша хӑйӗн ҫамрӑклӑхне,  вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫулсене аса илсе каласа панӑ. Вӑрҫӑ пуçланнӑ çулне хӗрача 13-ре çеç пулнӑ. Çемьере 4 ача ӳснӗ. Ашшӗ вӑрçа тухса кайнӑ. Вӑл пирӗн çӗр-шыв ирӗклӗхӗшӗн нимӗç фашисчӗсене хирӗç çапӑçса пуçне хунӑ.

   Йывӑр вӑрçӑ çулӗсенче çимелли енчен начар пулнӑ: мӑян, крахмал, шӗшкӗ кӑчки, вӗлтрен, серте çиме тивнӗ. Ачасем аслисемпе колхозра тӗрлӗ ӗçе хутшӑннӑ: тырӑ вырнӑ, кӗлте çыхнӑ тата ыт. те.  Фронта валли ӑшӑ алсиш - нускисем çыхса панӑ. Ытти çамрӑксемпе Анна Шӑмӑршӑна вӑрман касма кайнӑ. Вӑрçӑ чарӑнсан, 7 класс пӗтернӗ хӗр фермӑра ӗçлеме тытӑннӑ: пӑрусем, сыснасем пӑхнӑ. Унтан 30 çул ялти шкулта техничкӑра вӑй хунӑ.Унӑн Тав, Хисеп хучӗсем чылай.

   Пурнӑç ҫулӗ ҫинче нумай йывӑрлӑхсем тӳснӗ пулин те, Анна Федотовна  питӗ кӑмӑллӑ та тарават, хастар çын. Телевизор курма,  радио итлеме, хаҫат вулама юратать. Хальхи вӑхӑтра ветеран пӗччен пурӑнать, анчах кашни кун унпа юнашар уншӑн тӑрӑшакан, пур ӗҫре те пулӑшакан тӑванӗсем пур.

   Малашне те ӑна çирӗп сывлӑх сунатпӑр.

Чутеевский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика