Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Газ ырлăхĕ - çынсемшĕн

13:33 17 февраля 2017 г.

Çут çанталăк газĕн ырлăхне çынсем лайăх пĕлеççĕ, унпа тĕрĕс те перекетлĕ, çав вăхăтрах хăрушсăр усă курма тăрăшаççĕ. Халĕ газ кĕртекенсем те пур.

Акă Шупашкарти газ валеçекен акционерсен обществин Канаш хулинчи филиалĕн Тăвайри газ участокĕ хальхи вăхăтра Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 39-мĕш çуртри хваттерсене çут çанталăк газĕ кĕртет. Ку вăхăт тĕлне çуртăн фасад газопроводне вырнаçтарнă, 7 хваттерте газпа тивĕçтерессипе çыхăннă монтаж ĕçĕсем пурнăçланă. Вĕсене март уйăхĕччен газ пама пуçласшăн. Ĕçпе техника документацийĕсене вăхăтра кирлĕ пек хатĕрлесси те тимлĕхре. Ытти хваттерсенче пурăнакансем те çут çанталăк газĕсĕр юлмĕç. Газ кĕртнĕ çĕрте Тăвайран та, Канашран та бригадăсем ĕçлеççĕ. Вĕсем пурте хăйсен ĕçĕнчи ăстасем, ĕçсене тĕплĕ те вăраха ямасăр тума тимлеççĕ.

Янтиковский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика