Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланчĕ

16:36 02 сентября 2016 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти 10 шкулта 1544 ача парта хушшине ларнă, 139 ачашăн пуçласа пĕрремĕш шăнкăрав янăранă. Вĕренỹ ĕçне хушма пĕлỹ паракан 4 тата шкулчченхи 7 учреждени туса пыраççĕ.

Ирех Тăвайри вăтам шкул ачасен хаваслă сасси-куллипе тулчĕ. Пĕлỹ кунне халалланă линейкăна шкул директорĕ Вера Кириллова уçрĕ, вăл ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунчĕ.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн ертỹçи О.А.Ломоносов, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Н.Васильев, "АККОНД" акционерлă обществăн пай начальникĕ И.П.Епифанова саламларĕç.

Çак кун пĕрремĕш класа пыракансем 54-ăн пулнă. капăр тумлă, аллисене чечексем тытнă ачасене пăхса ытармалла мар! Сăвăсем калама та, юрлама та ăста вĕсем. Пуçламăш классен учителĕсен ячĕпе В.Г.Шакрова сăмах каларĕ, пурне те çĕнĕ вĕренỹ çулĕпе ăнăçу сунчĕ. Пуçласа парта хушшине ларакансенчен Кирилл Иванов вара лайăх паллăсемпе çеç вĕренме шантарчĕ.

Акă шăнкăрав сасси ачасене пĕлỹ тĕнчине, учительсене пархатарлă ĕçе кỹлĕнме йыхравларĕ. Пĕрремĕш шăнкăрава пĕрремĕш класри Елизавета Владимировапа Сергей Ананьев тата Виктор Обаськинпа Кирилл Новиков выпускниксем пачĕç.

Янтиковский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика