Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 2016 çул- Кино çулталăкĕ:Раççей кинематографĕнче палăрнă Чăваш Ен çыннисем

15:02 12 августа 2016 г.

ИОАКИМ МАКСИМОВ-КОШКИНСКИЙ

Чăваш театрне пуçарса яраканĕ, пĕрремĕш чăваш фильмĕсене ÿкерекенĕ, актер, режиссер, драматург, ЧАССР халăх артисчĕ. Иван Яковлев ентешĕ. Раççей шайĕнчи фильмсенче  вылянă: «Романтики», «Алмазы», «Алитет уходит в горы». Сăмах май, Иоаким Степанович ÿкернĕ картинăсене хăй вăхăтенче чикĕ леш енче те хапăлласа йышăннă.

 ТАНИ ЮН

 И.С.Максимов-Кошкинский мăшăрĕ. Чăвашсен пĕрремĕш киноактриси, Раççей шайĕнчи ĕçĕ: «Волжские бунтари».

 ПЕТР ВЕЛЬЯМИНОВ

РСФСР халăх артисчĕ. Унăн сумне эпир «харпăрлăха» илни , тен, тĕрĕсех мар, çапах та… Вăл 1926 çулта Мускавра çуралнă. 1943-1952 çулсенче ăна  репрессиленĕ. 60-мĕш çулсенче Дзержинск, Новочеркасск, Иваново, театрĕсенче вылянă, çав шутра пĕр хушă Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче ĕçленĕ. Чи паллă ĕçĕсем: «Тени исчезают в полдень», «Вечный зов», «Повесть о человеческом сердце», «Пираты 20 ВЕКА»…

 СТАНИСЛАВ САДАЛЬСКИЙ

Чăваш Ен, Раççей тава тивĕçлĕ  артисчĕ, Грузи халăх артисчĕ Станислав Садальский   Патĕрьел районĕнчи  Шăнкăртам ялĕнче учительсен çемьинче  1951 çулта çуралнă. ГИТИСа вĕренме кĕриччен Ярославль хулинчи мотор заводĕнче ĕçленĕ, драма кружокне çÿренĕ. Чылай фильмра вылянă: «Город первой любви», «Место встречи изменить нельзя», «О бедном гусаре замолвите слово», «Вокзал для двоих», «Убойная сила» тата ытти те.

 МИХАИЛ ЕФРЕМОВ

РФ халăх артисчĕ нихăçан та хăйĕнче чăваш юнĕ чупнине пытармасть. Вăл- чăвашсене çутта кăлараканĕн Иван Яковлевăн мăнукĕн ачи. 1963 çулта Мускавра çуралнă. Чи паллă ĕçĕсем: «Когда я стану великаном», «Виват, гардемарины», «Королева Марго», «Офицеры», «Московская сага», «Антикиллер», «Граница. Таежный роман» тата ытти те.

 АЛЕКСАНДР ХВАН

1957 çулта Шупашкарта çуралнă. 1980 çулта ВГИКăн режиссер факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Хван ÿкернĕ чи паллă фильмсем: «Шнур», «Дюба-Дюба», «Кармен» тата ытти те. Александр хăйне актер ĕçĕнче те тĕрĕслесе пăхнă: «Мания Жизели» фильмра вылянă.

НАДЕЖДА ПАВЛОВА

Балет çăлтăрĕ 1956 çулта Шупашкарта çуралнă, СССР, РСФСР, ЧАССР халăх артистки. Надежда Павлова ташши  «Асаф  Мессер»,  «Дочери Отчизны» фильмсенче, «Дон Кихот» балетăн телеверсийĕнче, «Поэмы» балет - фильмра сăнланнă. Артисткăна  халалланă кинолентăсем: «Танцует Надя Павлова», «Джульетта», «Дуэт молодых», «Надежда Павлова». Унсăр пуçне балерина хăй те илемлĕ фильмсенче ÿкерĕннĕ.

ЛАРИСА ПАВЛОВА

Шупашкар пики 1988 çулта Никита Хубован «Роковая ошибка» фильмĕнче вылянă. Шел, Ларисăн çăлтăрĕ нумаях çиçмен, чап тутипе киленме пÿрмен ăна.

АНДРЕЙ ГРАДОВ

Раççей тава  тивĕçлĕ артисчĕ. 1954 çулта Мускавра çуралнă. Петр Градов поэт ывăлĕ, И.С.Максимов-Кошкинскипе Таня Юн мăнукĕ. Чылай фильмра ÿкерĕннĕ:  «Побег из тюрьмы», «Одинокий голос человека», «Место встречи изменить нельзя», «Берегите женщин», «Гостья из будущего» тата ытти те.

Янтиковский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика