Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Асăрханăр! Ачасем!

16:55 28 августа 2015 г.

Çуллахи каникул вĕçленсе пырать. Ачасем кĕçех шкула кайма пуçлаççĕ. Кĕркунне ытларах çулсем çинчи инкеке лекеççĕ вĕренекенсем. Çавăнпа сентябрь уйăхĕнче водительсене шкулсем çывăхĕнчен иртнĕ чухне питĕ тимлĕ пулма сĕнес килет.

Пирĕн республикăра çичĕ уйăхра çул çитменнисем 46 хутчен инкеке лекнĕ, вĕсенче 50 ача аманнă. Çакнашкал автоаварисем ытларах урă мар водительсен айăпĕпе пулнă. Тăвай енре асăннă тапхăрта ачасем çул çинчи йĕркене пăсман. Ку лăпланса лармаллине пĕлтермест.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă май ачасене шкула кайма çутă тĕслĕ тум илсе пама сĕнес килет. Çурăм çине çакмалли сумка çутатакан хăюллă пулсан аван. Е çутатакан лентăна тумтир çине çĕлемелле.

Вĕренекенсене çул урлă каçнă чухне питĕ тимлĕ пулма хăнăхтармалла. Ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш класа çỹрекенсене пĕрле илсе тухса шкула каякан çул çинчи чăрмавсем пирки лайăх ăнлантармалла. Пĕчĕккисем хăнăхичченех шкула кашни кун леçмелле, кайса илмелле.

Пĕлỹ тĕнчинче лайăх паллăсемпе кăна паллашмалла пултăр сирĕн, хаклă ачасем.

А.ГЕРАСИМОВ, çул-йĕр инспекторĕ.

Янтиковский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика