Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Салам, çулла!

17:16 23 июня 2015 г.

Илĕртỹллĕ çу кунĕсем пуçланнине халалласа Тăвайри 2-мĕш номерлĕ ача садĕнче "Салам, çулла!" ятлă уяв иртрĕ. Ăна пĕтĕм ача сачĕпех хатĕрленчĕç.

Пĕчĕк шăпăрлансем çак кун ăçта кăна пулмарĕç пулĕ. Машинăпа "вăрман уçланкинче" те, "пĕве хĕрринче" те, "уйра" та... Пур çĕрте те тĕлĕнмелли, савăнмалли кĕтрĕ вĕсене. Кашни чарăнура ачасем хавас юрăсем шăрантарчĕç, ташăсем ташларĕç, вăйăсем вылярĕç. Юмахри сăнарсене кунта ĕçлекен воспитательсем выляса ачасене хавхалантарчĕç. А.С.Карапулова (Çулла), П.М.Ивановапа З.П.Павлова (Тепапа Клепа клоунсем) илĕртỹллĕ вылярĕç. Уяв программине Т.Н.Павлова ертсе пычĕ. Юрă-кĕвĕпе ташă-вăйăсене музыка руководителĕ Р.П.Маркова хатĕрленĕ. Чи савăнмалли самантсем - кỹлĕре пылак пулăсем тытни тата тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсем вĕçтерни. Уяв ачасен асĕнче нумайлăха тарăн йĕр хăварĕ.

Янтиковский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика