Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ветерансене - удостоверенисем

09:22 09 июня 2015 г.

Тăвай районĕнче "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" удостоверенисене савăнăçлă лару-тăрура панă. Администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке çынсем нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленине пысăка хурса хакланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме кирлĕ ĕç стажне икĕ çул çурă чакарнă, вăл 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Ку вăхăт тĕлне халăха социаллă хỹтлĕх паракан пая ĕç ветеранĕ ят пама ыйтса çырнă 185 заявлени пырса кĕнĕ, 167-не Шупашкара янă, 15 çынна удостоверени панă.

Аса илтеретпĕр. "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята Чăваш Республикин Президенчĕн 2007 çулхи указĕпе туса хунă. 2011 çулхи указпа килĕшỹллĕн вара 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса патшалăх наградисене тивĕçнисемпе пĕрлех пысăк ĕç стажĕ пур пенсионерсене те "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят пама тытăннăччĕ. Ун чухне çавна валли хĕрарăмсен ĕç стажĕ 40 çултан, арçынсен 45 çултан кая мар пулмалла тесе çирĕплетнĕччĕ.

2014 çулхи ноябрь уйăхĕнче вара Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят парассипе çыхăннă çĕнĕ указа алă пусрĕ. Унпа килĕшỹллĕн çак ята илме кирлĕ ĕç стажне 2 çул та 6 уйăх таран чакарнă. Указ 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Çапла вара пенси ỹсĕмне çитнĕ арçынсен 42 çул та 6 уйăх, хĕрарăмсен 37 çул та 6 уйăх ĕç стажĕ пур пулсан, вĕсем "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме пуçларĕç.

 

Янтиковский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика