Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чи аслă мăшăра ырă суннă

09:12 15 мая 2015 г.

"Çĕнтерỹ çемйи" акци йĕркипе райадминистрацин ЗАГС пайĕ хальхинче районти чи аслă мăшăрсенчен пĕрне - Тăвай ялĕнче пурăнакан Аввакумовсене килне пырсах саламланă. Çемье пуçĕ Димитрий Иванович Тăван çĕршывшăн пынă Аслă вăрçа хутшăннă, I-IV Украина фрончĕсенче çапăçнă, связист пулнă. 1945 çулта йывăр аманнă, Çĕнтерỹ кунне госпитальте кĕтсе илнĕ. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата "Хăюлăхшăн" медальсемпе наградăланă. Киле таврăннă хыççăн Димитрий Иванович районти кашни яла радиопа тата телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе тăрăшнă. Нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа вăй хурса ĕçленĕшĕн Димитрий Аввакумов СССР çыхăну министерствин Хисеп грамотине, "Хисеп палли" орден, Чăваш АССР Верховнăй Совечĕпе Министрсен Кабинечĕн тата районăн Хисеп грамотисене, тав хучĕсем илме тивĕçлĕ пулнă. Унăн мăшăрĕ, Екатерина Яковлевна, тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ, вăрçă вăхăтĕнче тăван ялĕнчи колхозра ырми-канми ĕçленĕ, 1944 çултан пуçласа вара мĕн ĕçлеме пăрахиччен Тăвайри почта çыхăнăвĕн узелĕнче тăрăшнă.

Вĕсене пĕрлехи професси ĕçĕ паллаштарнă, унтан çемье чăмăртанă. 1948 çулта туй туса пĕрлешнĕ те 67 çул ĕнтĕ пĕр-пĕрне кăмăлласа пурăнаççĕ. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ỹстернĕ. Хăйсен ачисене çеç мар, пилĕк мăнукне те ура çине тăратма пулăшнă, халĕ ачисен ачисемшĕн те савăнаççĕ. Сумлă ỹсĕмре пулсан та, чунĕпе çамрăк-ха вĕсем, ял тата район пурнăçĕпе интересленсех тăраççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланни, юратни, яланах пулăшса пыни, ĕçе пĕрле канашласа туни - вĕсен туслă та телейлĕ пурнăçĕн тĕп вăрттăнлăхĕ.

Аслă Çĕнтерỹ тата Çемье кунĕсемпе хисеплĕ Димитрий Ивановичпа Екатерина Яковлевна Аввакумовсене район администрацийĕ ячĕпе ЗАГС пайĕн начальникĕ В.М.Новикова çирĕп сывлăхпа вăй-хал, вăрăм кун-çул суннă.

Янтиковский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика