Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Типĕ курăка çунтарнипе

16:23 28 апреля 2015 г.

Типĕ курăк çунтарнипе 2014 çулта республикăра 1035 пушар пулнă (2013 çулта - 1053), 96 çын вилнĕ (2013 çулта - 95). Вут-çулăм инкекĕсенче 128,0 млн тенкĕлĕх тăкак тỹснĕ. Вут хыпса илнĕ вырăнсене сỹнтерме пушар службин подразделенийĕсен 1334 хутчен çула тухма тивнĕ. Ку вăл умĕнхи çулхипе танлаштарсан 2,2 хут нумайрах.

Кăçал республика территорийĕнче 276 хутчен пушар алхаснă, 2014 çулхи çав вăхăтринчен 5,3 процент пысăкрах çак кăтарту. 40 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Пушарниксен 149 хутчен инкек пулнă вырăнта "хĕрлĕ автанпа" кĕрешме тивнĕ, вĕсенчен 18 тĕслĕхĕ типĕ курăка çунтарнипе çыхăннă.

Апрелĕн 13-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнакан арçын пахчинче типĕ курăк çунтарнă чух вăйлă çил тухнă, çулăм кỹршин мунчи çине сиксе ỹкнĕ, 5-7 минутранах ăна кĕллентернĕ. Суд йышăнăвĕпе унăн тăкака саплаштарма тивнĕ. Апрелĕн 20-мĕшĕнче пĕр районта дачăра хытхура çунтарнă чухне вут-кăварпа асăрханусăр пулнăран 3 кирпĕч çурт, хăмаран тунă 9 хуралтă çунса кайнă.

Улатăр районĕнчи Низовкăра пурăнакан пахчари çỹп-çапа çунтарнă вăхăтра вăйлă çиле пула çулăм кỹршĕсен хуралтисене хыпса илнĕ, пĕтĕмпех çунтарса янă. Ку тĕслĕхре те сиен кỹрекенĕн административлă йĕркепе явап тытма тивнĕ.

2014 çулта çуркуннехи-çуллахи тапхăрта типĕ курăка çунтарнă чух пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăснăшăн 19 гражданина ответ тыттарнă, вĕсене 30 пин тенкĕ тата должнăçри пĕр çынна 15 пин тенкĕ штрафланă.

Вут-кăвар инкекĕн сăлтавĕ ытларах чух çынсен факторĕпе çыхăннă. Çавăнпа алла шăрпăк тытсан яланах тимлĕ пулăр. Электроприборсемпе усă курнă чух та хăрушсăрлăх çинчен манас марччĕ.

Янтиковский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика