Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Мăнкун эрнинче - концертсем

16:25 21 апреля 2015 г.

Мăнкун - чи чаплă уявсенчен пĕри. Пĕр эрнене тăсăлать вăл. Мăнкуна çуркунне, вырсарникун уявлаççĕ. Ăна çемйипех уявлаççĕ, тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Кил-йышпа уявланă хыççăн тăванĕсем патне хăнана каяççĕ. Хĕретнĕ çăмарта илеççĕ пĕрле. "Христос чĕрĕлнĕ", "Чăн чĕрĕлнĕ" тесе çăмартасемпе пĕр-пĕрне сăйлаççĕ, чуптăваççĕ.

Тăвайри Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹри "Благовест" вырсарни шкулне çỹрекенсем те мăнкуна, çутă уява, савăнăçпа кĕтсе илчĕç. Концерт программине тĕплĕн шухăшласа хатĕрленĕ.

Тăвайри "Асамат кĕперĕ" ятлă шкулчченхи учрежденире хăнара пулнă, кĕçĕн юлташсене сăвă-юрăсемпе савăнтарнă.

Тушкилти ватăсен çуртĕнче те ачасене ăшшăн кĕтсе илнĕ. Асăннă ялти чиркỹре ĕçлекен Василий аттерен вырсарни шкулне çỹрекенсем пил илнĕ. Парнесем, пылак çимĕçсем панă вăл.

Канашри "Аслă мăнкун" фестивале хутшăннă, дипломпа таврăннă.

Тăвайри культура çуртĕнче вырсарни шкултисен концерчĕн тĕрлĕ жанрлă программипе кăмăлласах паллашрĕç куракансем, тăвăллăн алă çупса ачасене тав тунă.

Янтиковский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика