Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çăмăл пулман вăрçă ачисене

11:13 20 февраля 2015 г.

Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 70 çул тултарас умĕн тата Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунне халалланă уйăхлăх пынă вăхăтра ача-пăча библиотекинче "Вăрçă ачисем" ятпа тĕл пулу иртнĕ.

Паян вĕсем 72-85 çулсенче пыраççĕ. Ачалăхне татнă вĕсенне хăрушă вăрçă: выçăллă-тутăллă пурнăç кỹнĕ, аслисемпе пĕрле ĕçе кỹлĕннĕ.

Тăвай шкулĕнчи вĕренекенсен (классен руководителĕсем - В.Г.Шакрова, Л.В.Ильина) район центрĕнче пурăнакан Варсанофий Васильевич Клоповран ыйтса пĕлмелли темĕн чухлĕх пулчĕ.

Пирĕн çĕршыв çине нимĕç фашисчĕсем тапăннă чух 6 çулта кăна пулнă арçын ача. Халĕ ветеран 80 çулта пырать. "Çав йывăр вăхăтсем асран тухмаççĕ. Пирĕн çултисене те уй-хирти ĕçсене хутшăнтаратчĕç", - терĕ Варсанофий Васильевич. Сакăр çулхи арçын ачан шыв турттараканра ĕçлеме тивнĕ. Лаша кỹлсе уй-хирте суха тăвакан тракторсем патне йывăç каткасемпе шыв турттарса тăнă.

Ачасем сумлă хăнана тав туса çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, иксĕлми вăй-хал сунчĕç. Тĕл пулу хыççăнах краеведени музейне васкарĕç хăйсем, "Паттăрлăх" пỹлĕмĕнчи экспонатсемпе паллашрĕç.

Янтиковский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика