Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çемьесен шкулĕнче

15:41 07 ноября 2014 г.

Мăшăрсем хушшинчи хутшăнăва йĕркелеме, çемьене çирĕплетсе тата ытти тивĕçсене пурнăçа кĕртсе пыма уçнă çамрăк çемьесен шкулне. Упăшкипе арăмĕ, пулас мăшăрсем психологсемпе, педагогсемпе, юристсемпе, медицина ĕçченĕсемпе, ытти специалистсемпе канашлама пултараççĕ унта.

ЗАГС уйрăмĕн залĕнче пĕрремĕш заняти пулчĕ. Унта Станиславпа Татьяна Даниловсем (Çĕнĕ Пуянкасси), Иванпа Алина Васильевсем (Вăтаяль), Николайпа Наталия Кирилловсем (Кармал), Николайпа Екатерина Георгиевсем (Тушкил), Алексейпе Валентина Егоровсем (Тăвай), Максимпа Светлана Ванеркесем (Енĕш Нăрваш) хутшăннă.

Çемье чăмăртансанах умра чылай йывăрлăх кĕтет. Вĕсем витĕр мĕнле тухмалли пирки диагностикăпа консультаци центрĕн педагог-психологĕ Л.Михайлова каласа кăтартнă. Вăл мăшăрсемпе хутшăнусене çирĕплетмелли тест ирттернĕ.

Строительство, çул-йĕр, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн специалисчĕ М.Степанов çемьесен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли йĕркесемпе паллаштарнă. Халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ Л.Аввакумова ачаллă çамрăк çемьесене тĕрлĕ çăмăллăхсем пирки ăнлантарнă. ЗАГС уйрăмĕн ертỹçи В.Новикова районта çамрăксем мăшăрланасси мĕнле лару-тăрура пулни пирки каласа кăтартнă.

Мероприятинче мăшăрсене çемье правилисен пĕчĕк кĕнекисене панă. Упăшкасемпе арăмсем чей ĕçме тĕрлĕ çимĕçсем хатĕрлессипе тупăшнă юлашкинчен. Çамрăк çемьесем тав тунă çакăн хыççăн шкул ĕçне йĕркелекенсене.

Янтиковский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика