Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 09:00_ Хĕрỹ ĕç шавĕ лăпланмасть

00:00 11 сентября 2008 г.

 "Прогресс" акционерлă хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕр тăкаксăр пухса кĕртес тесе хуçалăхри акционерсем вырма ĕçĕсене кал-кал пурнăçларĕç. 1-мĕш комплекслă бригадăн вырмана 3 комбайн хутшăннă. Комбайнсем ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хиртен кĕмерĕç. Уяр çанталăкăн пĕр минутне те сая ярасшăн мар вĕсем. Çак самантпа тухăçлă усă курса юлассишĕн тимлеççĕ те ĕнтĕ çĕр ĕçченĕсем. Хирте ĕçлекен комбайнсенчен чи малти - Кудрявцевсен çемье экипажĕ - Елена Витальевнăпа Владимир Васильевич. Вĕсем хăйсем ĕçлекен "Дон-1500" комбайнпа 8330,5 ц. тĕштырă çапса тĕшĕленĕ. Ытти комбайнерсем те вĕсенчен юламарĕç. Филимонов Геннадий Николаевичпа унăн помощникĕ Клементьев Михаил Геннадьевич хăйсем ĕçлекен "Енисей-1200" хир карапĕпе 3450 ц. тĕштырă çапса тĕшĕленĕ. Акă Михаил Клементьев студентах илер. Вăл Çĕрпỹри совхоз-техникумăн механиксем хатĕрлекен уйрăмăн 2-мĕш курсне кăна пĕтернĕ пулсан та кашни хĕрỹ сезонра тăван хуçалăха тырпул пухса кĕртме пулăшма васкать, комбайнăн штурвалне алра çирĕп тытма аслă юлташĕсем пекех пултарать. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ - çамрăксенче малашлăх. Павлов Олег Аврамович комбайнерпа унăн помощникĕ Карсаков Николай Борисович та ыттисенчен юласшăн мар -2294 ц. тĕштырă çапма ĕлкĕрнĕ вĕсем те. 1-мĕш комплекслă бригада хирĕнчен пурĕ 14411 ц. тĕштырă пуçтарса кĕртнĕ. Елчек ял тăрăхĕн агитбригада ушкăнĕ ĕçченсене концертсем лартса парса хавхалантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика