00:00 24 ноября 2007 г.
Районти хĕрарăмсен 2- мĕш конференцине ноябрь уйăхĕн 23-мĕш числинче тĕп культура çуртĕнче А.А.Александрова уçрĕ, хĕрарăмсен совечĕн ертÿçи Е.Н.Михайлова , Елчĕк район ертÿçи Н.П.Миллин пухăннă хăнасене уяв ячĕпе саламларĕç. «Хĕвел» ача садне çÿрекен ачасем аннесене саламласа сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç.Шупашкартан килнĕ «Янра юрă» ушкăн: Вячеслав Христофоров, Михаил Федоров, Алина Акăшпи, Марта хайсен юррисемпе савантарчĕç.
Уяв хăнисене валли ташă пÿлĕмĕнче алă ăстисен выставкине йеркеленĕ.
Елчĕк ял тăрĕхĕн ал ăстисем: Сенькина В.И., Доброхотова Л.Б, Выйгетова Г.Н.,Петрова Т.В., Захарова Т.Н.,Карсакова Р.П., Петрова Г.А., Петрова В.А.,Разумова Е.Н.