15:44 28 июля 2014 г.
Патрекелêнчи информаципе культура центрê ҁумêнчи агиттбригада «Ģилҁунат» ушкâнê июлêн 28-мêшêнче Патрекел итемêнче тата Патрекелти êне тата сысна ферми êҁченêсен умêнче илемлê те пуян программâпа пулчê. Çав тери илемлê чâваш юрри-ташши курса киленчêҁ курма килнê êҁченсем. Юррисем вара, чâннипех те, чуна тыткâнламаллипех тыткâнларêҁ. Кашни номер хыҁҁâн, тâвâллâн алâ ҁупса, артистсене хавхалантарчêҁ куракансем. Альбина Тепловâпа Наташа Антонова юрланâ юрâсем вара, пурин чунне те тыткâнларêҁ. Чâннипех те юрлакансен сассисем шâпчâк сассисем пекех туйâнчêҁ куракансене. Мêн тери ҁепêҁ те âшâ кâмâлпа юрларêҁ юрâсене. Шут-камитсем вара пурин кâмâлне те ҁêклерêҁ. Художествâ пултаруллâх ертÿҁи - Геннадий Борисов, ҁав тери âста ертсе пырать ҁак ушкâна. Концерт программи вара, пêр сывламасâр, хâвâрт иртсе кайрê.
Яльчикский территориальный отдел