Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Литература тепеленче Виктор Елкин-Тускелсем

16:57 14 марта 2014 г.

Елчĕкри тĕп вулавăшра культура çулталăкне тĕпе хурса, вулакансем валли тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. «Елчĕксем литература тĕпелĕнче» куравпа чылайĕшĕ паллашрĕç. Курава Елчĕк ен çыравçисен тĕрлĕ жанрпа çырнă кĕнекисем пуянлатаççĕ.

Вулавăш ĕçченĕсем кĕнеке авторĕсемпе тĕл пулу каçĕсем, хальтерех тухнă кĕнекесен презентацийсене йĕркелеççĕ. Нумаях пулмасть А.А.Тимофеев-Сăрнайăн «Чукун пиçиххиллĕ хурăн» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Вулакансем кĕнекене пысăк хак пачĕç.

Виктор Елкин-Тÿскелсем те вулакансемшĕн çĕнĕ автор мар. «Пурăнать юрату!»-сăвăсен пуххи, «Тÿскел ялĕ: çулсем тата çынсем» кăларăмран «Эпир пулнă, пур, пулатпăр…» кĕнеке, район тата республикăра тухса тăракан хаçатсенче унăн хайлавĕсем час-часах пичетленсе тухаççĕ.

Виктор Семенович Елкин 1944 çулта Елчĕк районĕнчи Тускел ялĕнче çуралнă. Шупашкарти педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Тăрмăш тата Тăрăм шкулĕсенче ачасене пĕлÿ парас ĕçре вăй хурса ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Районти тĕп вулавăшра Виктор Семеновичăн кăçал кун çути курнă «Манăçми тăван шкул» ятлă кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Ку кĕнекене автор Тăрăм шкулĕ 125 çул тултарнине халалланă. Çак шкулта вĕреннĕ, вĕрентнĕ тата хальхи вăхăтра вĕрентекенсем çинчен çырса кăтартнă кĕнекере.

Мероприятине тĕрлĕ çулсенче пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсем хутшăнчĕç. Литература творчествинче татах та çитĕнÿсем тума сĕнсе парне парса чысларĕç.

Яльчикский территориальный отдел

Первоисточник: Межпоселенческая центральная библиотека Яльчикского района Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика