Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тӳскел ялĕн «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ Елчĕк сцени çинче

07:35 05 ноября 2013 г.

Мĕнле хитре чуна савăнтарать сăмахĕ,

Мĕнле йăвашшăн ачашлать сасси.

Пит çепĕç тунсăхлă та туйăмлă-çке ячĕ-

«Тус,кил!»- тесе пуль йыхăрать кĕвви.

Тăван Тӳскел. Çуралса ӳснĕ ял ытамĕ

Мĕн ачаран лăпкать чун-чĕрене.

Чупса çӳренĕ вăрăм сарлака урамĕ

Ăсатрĕ, кĕтрĕ  ывăл-хĕрсене.

Тăван ял ăшши чĕрене хĕлхем кĕртет, тăван ял илемĕ чĕрене çунат хушать, пурăнма вăй- хал парать. Çак шухăша тĕпе хурса Тӳскел ялĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ Елчĕк сцени çинче паянхи кун хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Культура керменне пырса кĕрсенех куракансене ял энциклопедийĕ (ăна банер туса йĕркеленĕ) тыткăнларĕ. Фоере çавăн пекех библиотека ĕçченĕсем «2014-мĕш çул - культура çулталăкĕ» кĕнекесен куравĕ йĕркелкеленĕ. Кунтах алă ăстисен выставкипе те паллашма май пулчĕ.

Концерт çĕр ĕçченĕн гимĕнчен, «Алран кайми аки сухи» юрăран пуçланчĕ. Курма килнĕ халăх Владимир Тускил çырнă Тӳскел гимне ура çинче итлерĕ. Информаципе культура пайĕн ертӳçи Антонина Александрова çывхарса  килекен уяв ячĕпе саламларĕ, «Шуçăм» ушкăна малашне те çитĕнӳсем тума ырлăх сывлăх, ăнăçусем сунчĕ. Фольклор ушкăн  ертӳçине Вениамин Игнатьева кĕнеке парнелерĕ. Елчĕк ял тăрăхĕн специалисчĕ Фаина  Цыганова паянхи кун çуралнă кунне уявлакан ушкăнăн юрăçине Елена Разумовăна обществăлла ĕçсене хатар хутшăннăшăн Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн грамотине парса чысларĕ. Салам сăмахĕсем çумне Е.Разумовăн мăшăрĕпе ачисем те хутшăнчĕç. Ĕнер Зинаида Ермолаева та хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ. Ун ячĕпе те салам сăмахĕсем янрарĕç.

Халăх кашни юрра, кашни сăвва тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Тӳскел шăпчăкĕн, Игорь Ивановăн, юррисем кашнин чĕрине тыткăнларĕç, кулăш та кăмăлсене çĕклерĕ.

Концерт вĕçленсен те халăх культура керменĕнчен саланма васкамарĕ-ха.

Яльчикский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика