Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 15:50_ Литературный час "Çын ĕçпе илемлĕ"

00:00 31 января 2013 г.

15:50_ Литературный час

   Патреккел ял вулавâшне кêçêн çулхи шâпâрлансем  ачасем валли чылай калав, повеç хайланâ чâваш çыравçин, Валентина Андреевна Эльбин, 100 çулхи юбилейне халалланâ «Сын  êçпе илемлê» ятпа иртекен литература сехетне пуçтарâнчêç. Чâнах та, ачасен пêрле пуçтарâнса калаçмалли, пêлмелли тупâнсах тâрать. Вулавâшра вâй хурса êçлекен Т.Н.Захарова çак ятпах пухса хатêрленê презентаци страницисем  вулакансене Валентина Андреевнâн пурнâçêпе тата êçê-хêлêпе тêплêн паллашма пулâшрêç. Сыравçâ хâйêн хайлавêсенче ачасен туслâхê, вêсем ватâ çынсене, ашшê-амâшêсене пулâшма тâрâшни çинчен çырса кâтартать. Унâн халавêсенчи тêп геройсем вулакансене êçчен те хастар пулма, Тâван çêршыва юратма вêрентеççê. Автор ачасем тâван тавралâхри илеме хаклама пêлнине, тêрлê ÿсен-тâрансемпе чêр-чунсене сыхлассишêн ырâ êçсем тунине те сâнлать. Ачасене уйрâмах вулавâшра хâйсем ушкâнпа вуланâ  «Илемлêхе курма пÿрнê ача» тата «Ленук» калавсем кâмâла кайрêç. Калавсенчи сâнарсем, кâçалхи çул тâван тавралâха сыхламалли çул пулнâ май, ачасене тепêр хут малашне вêсем те тâван тавралâха сыхлассишêн тâрâшмаллине вêрентрêç. Ырâ вâрлâх ачасен чêрисенче шâтса тухса усâллâ пуласса шанас килет. 

Патреккел вулаканêсем вâрâм êмêрлê çыравçâна малашнехи пурнâçра ырлâх-сывлâх сунчêç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика