Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 16:00_ Ачасем - сывă пурнăç йĕркишĕн

00:00 10 марта 2009 г.

16:00_ Ачасем - сывă пурнăç йĕркишĕн

 Хĕрлĕ Çыр ялĕнчи библиотекăра "Ачасем сывă пурнăç йĕркишĕн" темăпа тĕл пулу иртрĕ. Калаçăвăн тĕп сăнарĕ - Хĕрлĕ Çыр ялĕнче пурăнакан Кузмин Василий Александрович.1924 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче çуралнă Ваççа тете. Иртнĕ хăрушă вăрçăра Курск пĕкки патĕнчи хаяр çапăçăва хутшăннă. Унта вăл йывăр аманнă, кăкăрне осколок тивнĕ. Çичĕ çул салтак аттине хывайман паттăр салтак: Çĕнтерỹ кунне Австри çĕршывĕнче, Венăра, кĕтсе илнĕ. "За отвагу", "За взятие Будапешта", "За взятие Вены" медальсене илме тивĕç пулнă патер зенитчик. Василий Александрович ялти сумлă та чи ватă çын. Вăрçă хыççăн тăван яла таврăнса колхозри фермăра вăй хунă. "Вăрçă вăхăтĕнче те вак касса çăвăнаттăмăрччĕ, пирус туртман, эрех ĕçмен", - каласа парать Василий Александрович. "Хаçат -журнал та вулама ялти библиотекăна кашни кунах çỹрет, çынпа курса калаçнине, вĕсене сывлăх суннине пысăк хак парать,"- каласа парать ялти библиотека заведующийĕ Светлана Михайлова. Районти, республикăра пулса иртекен улшăнусемпе, паяхи кун таппипе кăсăклансах тăрать 86 çулхи ветеран. Ачасем сăмах сиктермесĕр, куç вĕçертмесĕр итлесе ларчĕç шурă çỹçлĕ салтак калаçăвне. "Сиенлĕ йăла-йĕрке - çын сывлăхĕшĕн хăрушă тăшман" кĕнеке выставки йĕркелени те ачасене пурнăçа хаклама вĕрентрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика