Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 14:12_ Каллех тепĕр çул хыçа юлчĕ...

00:00 18 декабря 2007 г.

Каллех çулталăк вĕçленсе пырать. Хăнăхнă майпа иртсе пыракан çулталăка хак пама вăхăт çитрĕ; мĕн туса ĕлкĕртĕмĕр-ха эпир Тăрăм ял поселенийĕнче? Çывхарса килекен çулталăка мĕнле плансемпе кĕтсе илетпĕр? Икĕ ял: Хĕрлĕ Çыр Тăрмăшпа, Тип Тимеш Канаш автомашина çулĕпе çыхăнни чи пысăк парне пулчĕ пирĕн тăрăхри ялсемшĕн. Чăваш Республикин Президенчĕ йышăннă Указпа килĕшỹллĕн хыврĕç çак çулсене. Халăх нумай çул кĕтнĕ çулсене вăхăтра пурнăçа кĕртме Елчĕкри В.П. Скворцов ертсе пыракан "Яльчикская" ДПМК тата "Дорсервис" ООО пĕтĕм вăя хучĕç. Çакăнта район администрацийĕн пуçлăхĕ Миллин Н.П., унăн çумĕ Кузнецов И.В. ял халăхĕн нушине ăнланса ĕçленине палăртма кăмăллă. Çакăнтах Хĕрлĕ Çырти Аслă Аттелĕх вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăк йĕри-тавра тытнă картана çĕнетни, тĕслĕх библиотекине хута янине те асăнса хăварма кăмăллă. Библиотека тата клуб ĕçченĕсем хăйсен вăйĕпе юсав ĕçĕсене пурнăçларĕç, спонсорла пысăк пулăшу парса "Урожай" ООО директорĕ Кузнецов В.А., Тихонова З.И. пулăшрĕç. Тăрăм ял тăрăхне кĕрекен ытти ялсенче те улшăнусем пулса иртрĕç. Кĕр кунĕсенче Тип Тимешри фельдшер пунктне кивĕ, юхăннă çуртран ял клубĕн çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттерсе çак çурта ФАПА куçарма пултартăмăр. Çак ĕçсем ял халăхĕ тăрăшнипе тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ К. С. Мифтахутдинов пулăшнипе пурнăçланчĕç. Ял тăрăхĕн администрации ĕçченĕсем ялсенче тирпей-илем кĕртесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак тĕллевпе кашни ялтах свалка вырăнĕсене палăртса хунă, уйăхăн кашни юлашки кĕçнерникунĕнче вырăна тухса халăхпа тĕл пулусем ирттеретпĕр, субботниксем йĕркелетпĕр. Çакăнпа пĕрлех ялсенчи масарсене юлашки вăхăтра пысăк тимлĕх уйăратпăр: çуркунне çỹп-çапран тасатассине йĕркелетпĕр, çулталăк тăршшĕпех картасене, масар çурчĕсене юсаса пăхса тăратпăр. Тăрмăш, Тип Тимеш, Анатри Тимеш, Тăрăм ялĕсенче çу кунĕсенче халăх тăрăшнипе картасене, çуртсене юсарĕç. Пĕчĕк ял уявĕсем иртни те халăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе палăртса хăварас килет. Çак халăха пĕрлештерекен уяв (унченхи акатуй) Анатри Тимеш тата Тип Тимеш ялĕсенче уйрăмах шавлă та хаваслă иртет. Клуб ĕçченĕсем Егорова Н.Г., Кривова С.В., Захаров В.Г. çак уявсене кирлĕ шайра ирттерес тесе пĕтĕм вăя хураççĕ. Тăрăмри икĕ çĕнĕ урамри çуртсене проектсемпе тивĕçтернĕ, электрификаци ĕçĕсене пурнăçланă. Паллах, çак ĕçсене пурнăçлама пире ялсенчи пултаруллă çынсем пулăшса пыраççĕ. Вĕсене ăшă сăмахпа палăртса хăварас килет: ял старостисене-- Хĕрлĕ Çырти А.А.Смирновăна, Тăрăмри В.В. Кириллова, Тăрăмри ял масарне пăхса тăракансене В.Н. Сергеева, Тăрмăшри ял старостине В.Н.Порфирьева, Анатри Тимешри Н.Н.Полиевтова, хĕрарăмсен канашĕн пултаруллă ертỹçисене В.Г. Петровăна, Е.Н.Карповăна, С.В. Кривовăна, З.И.Тихоновăна , вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн председателне П.М. Михайлова, Кипеçри шыв башнине пăхса тăракан Л.А.Никитина, депутатсен председателĕн çумнее В.Г.Щербакова. Çавăн пекех "Рассвет" ял-хуçалăх предприятине ертсе пыракан Ю.В.Мясникова, ООО "Урожай" ертỹçине В.А. Кузнецова, фермер хуçалăхĕн ертỹçисене О.П.Гавриловпа А.Д.Соловьева, "Роса" кооператив ертỹçине В.В. Афанасьева спонсорла пулăшу пама май тупма пултарнăшăн тав тăватпăр. Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче иртнĕ суйлавра Тăрăм ял тăрăхĕнче пурăнакансем хăйсен активлăхне кăтартрĕç, çитес суйлавра та вĕсем çакăн пекех пер саслăн пулса хăйсен тивĕçне пурнăçласса шанатпăр. Пĕр-пĕрне пулăшса, ăнланса малашне те çитĕнỹсем тăвасса шанас килет.

           Сире пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çулпа саламлатăп.

Тăрăм ял поселенийĕн пуçлăхĕ  Павлова Людмила Виссарионовна

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика