Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 16:45_ Анатри Тимешре - Питрав

00:00 16 июля 2007 г.

        Утă уйăхĕнчи пысăк уява - Питрав кунне Анатри Тимеш ялĕнче анлăн паллă турĕç: çак кунсенче çуралнă çынсене саламласа, Питрав уявне асăнса пысăк концерт пулса иртрĕ. Уяв урам вĕçĕнче, Кĕçĕн Пăла хĕрринчи улăхра шавларĕ. Елчĕкри культура çуртĕнчен килнĕ артистсем хăйсен концертне - çак кунсенче 50 çул тултарнă Петр Кириллова халалларĕç. Иванпа Лилия Шурбинсем, Николай Краснов шăрантарнă çепĕç юрă-кĕвĕ пурин кăмăлне те кайрĕ, ял халăхĕ уявра ташласа савăнчĕ. Уява ирттерме пулăшакансем-Захаров Вячеславпа Кривова Светлана, клуб ĕçченĕсем, тĕрлĕрен шỹтсемпе вăйăсем, конкурсем йĕркелерĕç. Леонидпа Вячеслав Захаров Шупашкарти "Уяв" ансамблĕн юррисене шăрантарчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика