Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Собрание граждан села Сабанчино и д. Ап-Эщебенво

12:46 03 марта 2021 г.

 В   Сабанчинком сельском клубе  состоялось собрание граждан села  Сабанчино и деревни Апанасово-Эщебенево. В работе собрания приняли участие глава администрации Яльчикского района Леонард Левый, депутат Собрания депутатов Яльчикского района Юрий Вячеславович Мясников, депутаты сельского поселения,  староста села Сабанчино Вялерий Васильевич Кириллов.

С отчетом перед населением по итогам работы администрации сельского поселения  за 2020 год и задачами на 2021 год выступил глава  Сабанчинского сельского поселения Алексей Владимирович Трофимов. В своем выступлении он подробно ознакомил с демографической ситуацией в поселении, рассказал об исполнении бюджета в 2020 году, о благоустройстве территорий, содержании дорог, об  итогах развития сельского поселения за отчетный период и о планах на 2021 год (отчет прилагается).

   Глава администрации Яльчикского района Леонард Васильевич  Левый ознакомил с социально-экономическим развитием  района, рассказал об итогах проделанной работы за 2020 год, поделился с поставленными задачами на 2021 год.  

В ходе работы собрания подняты вопросы о строительств ФАП в с. Сабанчино, о прокладке водоотводной трубы на дороге по улице Центральная в с. Сабанчино, так как ежегодно во время весеннего паводка вода скапливается  на придомовых территориях.

В работе собрания приняли участие представители  страховой компании «Чувашия +Мед» заместитель генерального директора –начальник отдела ОМС Спиридонова О.В., начальник отдела по защите прав застрахованных лиц Кузнецов С.А.,  начальник Яльчикского отделения  «Чувашия +Мед» Тимофеева А. Н. В своем выступлении Ольга Владиславовна подробно объяснила  о получении бесплатной медицинской помощи  по полису обязательного медицинского страхования, об обязанностях и  о защите прав застрахованных граждан.

 За многолетний добросовестный  труд и активное участие в общественной жизни  глава Сабанчинского сельского поселения  Трофимов Алексей Владимирович награжден  Почетной грамотой администрации Яльчикского района. Также  за плодотворную работу  и  активное участие в жизни поселения Почетными грамотами администрации Сабанчинского сельского поселения  награждены председатель  Собрания депутатов  Сабанчинского сельского поселения  Иванова Мария Дмитриевна, электрик Полевокозыльярского СДК Валерий Анатольевич Егоров.

 

 

 

Тӑрӑм  ял  тӑрӑхӗнче

2020 çулта  пурнӑҫланӑ ěçсем  ҫинчен

 

    Ырă кун пултăр, хисеплě ял çыннисем,   килнě хăнасем.

     Малалла   эпир   Тӑрӑм ял администрацийě 2020-мěш çулта  6 ялта пурнăçланă  ěç-хěлне тишкерсе тухатпăр  тата ҫак 2021 çулта  мěнле  ěçсем туса ирттермеллине  палăртӑпӑр. 

    Каласа хӑвармалла, Тӑрӑм  ял поселенийӗ хăйěн ěçне  Раççей Федерацийěн тата Чăваш Республикин вырăнти самоуправлени çинчен калакан  законěсемпе,   Тарам ял тарахен Уставӗпе тата депутатчесен  Пухăвěн йышăнăвěсемпе килěшÿллěн пурнăçлать.     2020 ҫулта  51 /62 администраци йышӑнӑвне,  42 /42 хушу, депутатсен Пухӑвӗн 32 /35 йышӑнӑвне  ҫирӗплетнӗ. Тӑрӑм  ял поселенийӗн Уставне ФЗ килӗшÿллӗн 1 хут улшӑнусем кӗртнӗ. Халӑха 550 ытла терлӗ справкапа тивӗҫтернӗ. Палӑртса хӑварар, справкӑсене МФЦ урлӑ та   тивӗҫтеретпӗр. Çавăн пекех ял поселенийěнче халăхпа тěл пулса калаçма информации кунěсем иртрěç.

   

** Тӑрӑм ял тăрăхĕнче февралӗн 1-мӗш тӗлне  6 ялта  560  хуҫалăхра (вӑл шутра 379 хуҫалахра сынсемпуранаҫҫӗ, 67,8 %) 1212 /1272  ҫын пурăнать, вăл шутран:

              арҫынсем  627  /646  ҫын, хĕрарăмсем – 585/ 626  ҫын,

              18 ҫула  ҫитмен ачасем 173 /187 ача (15%): вал шутран 85 /95 арҫын ача,88 /92 хӗрача,

              18 ҫултан пусласа  пенсии  ҫулне ҫитмен  арҫынсем – 428 /431 ҫын,  хӗрарӑмсем- 255 /273 ҫын, пурӗ 683 /704 ҫын (55 %),

              пенсионерсем  356 /381  ҫын (30%): вӗсенчен хӗрарӑмсем-242 /261  ҫын,  арҫынсем- 114 /120 ҫын.

  

80 ҫултан иртнӗ ҫынсем  113  (9 %), вӑл шутран-23 арҫын, 90 хӗрарӑм.

    90 ҫултан итрнисем- 8 ( Тарамра Емельянова Антонина ,Иванова Раиса – Х.Ҫыр, Игнатьева Елена,Чернова Вера – Анат Тимеш,    Осипова Валентинапо Осипова Елизавета Тармаш, Карпов Христофорпа Соколова Елизавета, Тип Тимеш),  весенчен  95 ҫултан иртни 3 ҫын (Емельянова Антонина ,Игнатьева Елена , Осипова Елизавета ).  Чи ваттисем:  арсынсенчен- Карпов Х.Д. (1925 ҫ., 90 тултарна),                                     хӗрарӑмсенчен - Игнатьева Е.С.  (09.05.1921 ҫулхи,  кӑҫал 100 ҫул тултарать).

 

       **Халăх йышӗ улшăнса пынине илес пулсан,   ял тӑрӑхӗнче  2020 çулта пурě 7    ача çурални ҫинчен  хуҫалӑх кӗнекисем ҫине ҫыртарнӑ (3 Тӑрамра,  Тип Тимешре-3, Х. Ҫырта-1), анчах та   вӗсенчен 3 анчах  хамӑрӑн территоринче пурӑнаҫҫӗ.

2020  ҫулта пурӗ   35 çын вилнě (Тӑрӑмра- 12 /5,  кипесре-3, Тип Тимешре- 3 /4, Анат Тимешре-5 /2,   Тӑрмӑшра-5/ 9, Хӗрлӗ Ҫырта-8 /1). 2019-27 çын вилнě.

      Ҫамрӑксем 4 ҫемье ҫавӑрнӑ (1 Тармашра, 3 Тарамра), 5 мӑшӑр уйрӑлнӑ. Тепӗр тӗрлӗ кӑтарту- 50 е ытларах ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсем- 4:  Кипесре-1, Тӑрмӑшра-3. Ҫакӑн пек ҫемъесене  Елчӗри ЗАГС уйрӑмӗнче чыс тунине йӑлана кӗртнӗ, унта пирӗн поселении мӑшӑрӗсем те хутшӑнаҫҫӗ, 2020 – меш ҫулта  Тӑрӑмри Л.А. тата Н.Г. Енедеровсен ҫемьине юратупа шанчӑклӑх  кунӗнче  ЗАГАра чысланӑ.

      Ял тӑрӑхӗн  6 ялӗнче   3  е ытларах  ачаллă çемье  -13, вӗсенче 40 ача ҫитӗнет.  Виҫӗ  е ытларах ачаллӑ çемьесене  ҫӗр уйӑрса парасси малалла пырать: пирӗн ял тӑрӑхӗнче    15   çемьене ҫак законпа килӗшӱллӗн  ҫӗр лаптӑкӗсемпе тивӗҫтернӗ.

   Ача усрава илнӗ 1 ҫемье,   7 ача пурӑнать.   Тулли мар  çемьесем 11 шутланаççĕ, вĕсенче 15 ача ҫитĕнет. Ҫемьесем  ҫинчен чарӑнсан, ҫакна та палӑртмалла: 18 ҫула ҫитмен  ачасен амӑшӗсем ачисене пӑхмасӑр ӗҫсе ҫӱрени те пур. Паллах, ҫак пулӑм  вырӑнлӑ мар.  КДНра учетра тӑракан  ҫемьесем пирӗн ял тӑрӑхӗнче 4, вӗсенчен 2шӗ Анат Тимешре, 1 Тип Тимешре, 1- Тӑрӑмра( ку ҫемъене учетран кӑларасси  пирки ӗҫ пуҫланӑ).

 

  ** Ял тăрăхĕнче пурăнакансенчен  305 /319   ҫын  ҫар учетĕнче   тăрать, вăл шутран 1 офицер.  Первоначальный учета кӑҫал 25 ачана тарать, призывниксем  6 /5   ҫын,  паянхи кун   4  /9  ҫамрăк Раҫҫей  ҫарĕнче  службăра тăрать. Ял тāрāхēн администрацийēнче ятарласа  ҫур ставкапа  инспектор ӗçлет.

     Вăрçă участникěсем, шел пулин те,  юлмарӗҫ, 2020 ҫулта  Хӗрлӗ Ҫырти Михайлов П.М. та 95 ҫул тултарса пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ, вал юлашки фронтовикчӗ. Салтак арамӗсем- 5.

 

    **  Ял поселенийěн администрациӗнче    пурӗ 5  ҫын ӗҫлет,  вырӑнти бюджетран пурě 883 761,00 тенкине ял поселенийěн администраци ӗҫченӗсене тытса тăма тăкакланă.   Администрацинче усӑ курнӑ  электричествошӑн тата    администраци ҫуртне газпа  ӑшӑтма     124 985,00  пин  тенкӗ тӑкакланӑ. Клубсене тытса тӑма:  

   светпа газшӑн 71 356,00  /121 677,34   тен., ӗҫ укҫи тӱлеме- 220 410,00  тен. Тӑрӑмри клубра юсав ӗҫӗсене  330 000,00 тенкӗлӗх пурнӑҫланӑ (вӗсенчен 20 000,00  тен. вырӑнти бюджетран).

 

   ** Ял-хуçалăх ěçне илес пулсан: 

Ял территорийěнче СХПК «Рассвет», ООО «Урожай» тата 8 фермер хуçалăхě.    

  Уйрăм хуҫалăхсемпе илес пулсан, кӑтартусем аван.

    «Рассвет» хуçалăхра ҫӗр  лаптӑкӗ  пурӗ 1459 га, 2020 ҫулта  тēш –тырā ватамран   1 гектар синчен   50,2 /48 ц  пухса илне, амбарный вес-31 375 ц.

Хуçалăхра 576 /561   пуç ене выльах, вāл шутран саваканнисем-177/ 177 савакан  ене:  2020 султа пер енерен 7111 /7082  кг сет, пурӗ 12 586 ц сӗт суса илне.  Сыснасен йыше- 678 /843 пус, амисем- 29 /37.

 «Рассветра» 45 /45  çын  ēçлет, вāтам ēç  укçи 25 678 /22 985  тенкēпе танлашать.

 

Ҫавӑн пекех КФХсем пирӗн поселенинче 8: «Александров О.В.», «Гаврилов А.Б.», «Гаврилов Г.П.», «Гаврилов О.П.», «Павлов М.Н.», «Петров С.С»,      «Тихомиров Б.И.»,  «Соловьева И.А.».

 Фермер хуçалăхěсем   тěш-тырă туса илессипе, сӗт сутассипе  ěçлесе пыраççě,

  çавăн пекех нумай çул  ÿсекен  курăк  ÿстереççě, выльăх-чěрлěх усраççě.   

 

    Килти хушма-хуçалăхра пурě  283/ 278    пуç ěне-выльăх,  вал шутран   185/ 161 пуҫ сăвакан ĕнесем;  567/ 632 пуç   сурăхпа качакасем,   3480     пуç кайак-кěшěк усраççě. Самах май каласан, хуçалăхсенче  савакан енесен йышě  пер шайра  пырать.   2020 ҫулта   185  ӗне пуҫне субсидии илнӗ.

            

     Пурě пирěн ял тăрăхěнче 1174   ҫӗр пайӗ (земельная доля),  çав шутран 1109 çěр пайне регистрациленě, вал 95 %  пулать  (районӗпе 93,65 %),   167   ҫӗр пайне  Тӑрӑм  ял тӑрӑхӗн администрацийӗ хӑй  ҫине куҫарса   КФХсемпе  предприятисене арендӑна пана.  

            

**Ял территорисене  тирпей-илем кěртессипе нумай тăрăшрăмăр.   Ял администрацийěпе   культура ěçченӗсем  иртнӗ ҫулсенче халăха явăçтарса  урамсене тирпей-илем кěртессишěн тата çырмасене çуп-çапран тасатассишěн пěтем вăя хурса ěçлерěç.  Палӑртас килет,   виҫӗмҫул мусор вӑхӑтлӑх пуҫтарма 12 будкӑ туса лартни те питӗ вырӑнлӑ пулчӗ, килтен тухакан мусор – ТБО вӗҫсе, сапаланса ҫӱремест .  2020 ҫулта контейнер будкисем умне 49 000  тен.  асфальт сарса тирпейленӗ.

     Таврана тирпей-илеи кӗртесси те пысӑк вырӑн йышӑнать. Тип Тимеш ялӗнче ҫамрӑксем пуҫарнипе  ялти памятник хыҫне Аслӑ Отечественный вӑрҫине хутшӑннӑ ентешсен шучӗпе  134, яла пырса кӗнӗ ҫӗре 150  тӗп хыр лартса хӑварнӑ, пуре 300 яхӑн хыр.

       Масарсене  тасатасси  пирки  каласа хӑварас килет:     ку ěçре ял халӑхе  кашни ялтах    активлă хутшăнать,  малашне те çак ěçре активлӑ хутшăнма чӗнсе  хăварас килет.

Тӑрӑм ял поселенийӗнче ултӑ ялта  7 масар,  вӗсенчен  Анатри Тимешре иккӗ. Унсӑр пуҫне,  Хӗрлӗ Ҫыр ялӗнче  Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем тӑрӑшнипе ХV11-ХV111 ӗмӗрсенчи   чул юпасене ҫӗнетнӗ..  

   

Кашни ҫулах масарсем ҫинче май –июнь пуҫламӑшӗнче  Троица уявӗ умен субботниксем иртеҫҫӗ. Ĕҫе йӗркелесе яракнсем- ял старостисем: Кириллов В.В. (Тӑрӑм), Соловьева В.В. (Тӑрӑмӑш),  Александров О.В. (Анатри Тимеш), Сергеева Е.А., (Кипеҫ).  Палӑртса хӑварас килет:  кашни  ҫулах Тип Тимеш яӗнчи масар   ҫинче питӗ пысӑк ӗҫсем туса ирттереҫҫӗ: юлашки ҫулсенче кӑна акӑ кив масар лаптӑкне  клен вӗтлӗхӗнчен касса тасатаҫ,  масар ҫине ҫӗнӗ пÿрт  туса  хӑпартрӗҫ, киввине пӑсса тирпейленӗ, мал енчи картине тимӗр карта тунӑ. Ҫак ӗҫе йркелесе яракансем- ялта тата хулара пурӑнакан ҫамрӑксем. Анатри Тимешре кашни ҫул масар юписене шуратсах тӑраҫҫӗ. Палӑртса хӑварасшӑн:  масарсем ҫинче иртекен субботниксене пур ялта та хастар хутшӑнаҫҫӗ,  халӑх хӑйӗн пуҫарулӑхӗпе тӗрлӗрен ӗҫсем ирттерет.

 

   

     **ЯЛ ХУШШИНЧИ ҪУЛСЕМ: 2020 çулта та  ял урамӗсем хушшипе  выртакан ҫулсен тӑршшӗ     -11   895 м,  асфальт сарнӑ ҫул тӑршшӗ- 1 849 м.

Тӑрӑм ялěнчи Школьная- Луговая  (207568,00 т.),    Тӑрмӑшра Северная (80 000,00)      урамсене  287 пин тен.    тенкӗлӗх вак чул тăкса юсав ӗҫӗсене ирттернӗ. Урамсенче тӗттӗм вахатра ҫутӑ  çутма   44 000,00 /32 538,36   тенкě      тăкакланă. .

       Хěлле  урамсене юртан вăхăтра тасатса тăма тăрăшатпăр, ҫак ěçе тума СХПК «Рассвет», КФХ «Тихомиров Б.И.», КФХ «Гаврилов О.П.»,  ООО «Урожай» хуҫалӑх ертÿҫисемпе  килěшÿ турăмăр, мěншěн тесен юр хырса тăма весен вайлă техника пур. Эпир вěсемпе  пěр-пěрне ăнланса, тачă сыхăнса ěçлесе пыратпăр. Пурӗ ҫулсене юртан тасанса тӑма 170 000 тенкӗ уйрнӑ.

          

       СОЦИАЛЛÃ ОБЪЕКТСЕМ: улшӑнман, ял тăрăхěнче çыхăну уйрăмě ěçлет, унта 4 çын вăй хурать. Вěсем ял халăхне  тěрлě хаçат-журналпа  тата         пенсионерсене пенçи укçипе тивěçтереççě.  Ял çыннисенчен тěрлě тулевсем (çутă, газ, телефон, налук) пухассине йěркеленě.

    Çавăн пекех перекет касси  ěçлет. Перекет кассии эрнере ике кун- юнкун тата шаматкун ěçлет.

    Пирěн ял тăрăхěнче 3 фельшерпа акушер пункчě (ФАП).  Вěсенче 3 фельдшер,  2 техничка тăрăшаççě, Медицина ӗҫченӗсем пирки лайӑх сӑмах ҫеҫ калас килет.

     Суту-илÿ енěпе илсессěн:

   Халаха тěрлěрен таварсемпе тивěçтерес тěлěшпе ял территорийěнче 6 суту-илÿ точки ěҫлет:

– Елчек район потребкооперацин Тӑрам тата Типтимеш ялěнче вырнаçнă икӗ магазин,

 -4-ше уйрӑм предпринимательсен.

  Ял территорийěнче 2 культура ҫурчӗ та 2 библиотека  вырнаçнă, вӗсенче 5  çын ěçлет.

   

  СПОРТ: Тӑрӑм ял тăрăхěнчи çынсем ěçпе çеç мар, спортпа та туслă. 2020 çулта районта иртекен  спорт мероприятине хутшӑннӑ, командӑсем тӑратнӑ.       

 Район   шайӗнче иртекен  Карпав Юрий Михайлавич йеркелинипе кире-пукан йатассине  спорт вӑййисене иртертемер тав самах калас килеть. 

 

2020  çулта халӑх инициативипе  ҫакӑн пек пысӑк ӗҫсене туса ирттернӗ:

 1) 288,2 пин  тенкӗлӗх  Тип Тимеш ялӗнче масар патне каякан ҫула юсанӑ,

2) 392,9 пин  тенкӗлӗх Анат Тимешре масар ҫинче пÿртне тунӑ,

3)  263,5 пин  тенкелӗх Тӑрӑм ялӗнчи масар картин мал енне улӑштарнӑ.

Кунсӑр пуҫне,

1) Хӗрлӑ Ҫырта водобашнӑна ("Капитальный ремонт водозаборного узла системы водоснабжения д. Полевые Козыльяры  Яльчикского района ЧР")  1 396,38 тен.,

2) Тӑрӑм ялӗнче  спортплощадка (Создание и благоустройство территории по ул. Центральная в с. Сабанчино Яльчикского района Чувашской Республики)  842 552,00 тен.     вӑхӑтра тата пысӑк пахалӑхпа  пурнӑҫларӑмӑр.

 

  Икӗ ялта –Тӑрамра тата Тип Тимешре-2019 ҫултах  яла кӗнӗ ҫӗрте хитре стеллӑсем  вырнаҫтарнӑччӗ.  2020 ҫулта  Чӑваш автономи облаҫӗ 100 ҫул тултарнӑ ятпа кашни ялах 100  пин тен. укҫан  уйрнӑччӗ, ҫак укҫапа   4 яла кӗнӗ ҫӗре- Анат Тимеш, Кипеҫ, Хӗрлӗ Ҫыр, Тӑрмӑш ялӗсенче - стеллӑсем вырнатартӑмӑр. Тӑрамра- клуб валли ҫӗнӗ  видеопроектор тата ноутбук илнӗ, Тип Тимешре- часовня йӗри-тавра карта тытнӑ.

 

  Июль-август уйӑхӗсенче пӗтӗм Раҫҫейепе   иртнӗ референдума хутшӑнни пысӑк пулӑм пулчӗ.

   сентябрьте-вырӑнти влаҫ тытӑмӗсене суйлав аван кӑтартусемпе ирттертӗмӗр: выбора хутшӑнассипе пирӗн поселении - районта 1 вырӑн, республика пуҫлӑхне суйлассипе- 4 выран.   Халӗ пирӗн 4-мӗш созыври (2020-2025 ҫҫ.) депутатсем ӗҫлеҫҫӗ, пурӗ вӗсем 12.  

Тата октябрӗн 27- мӗшӗнче  депутатсен пухӑвӗнче Тӑрӑм ял поселенийӗн пуҫлӑхне суйлани те пысӑк пӗлтершлӗ пулӑм.

                              

    Ҫакӑн пек пысӑк ӗҫсене, паллах, ял халӑхӗ хутшӑннипе  пурнӑҫлама пултартӑмӑр. Сире пурне те тав сӑмахӗ каласа хӑварас килет,  малалла та  иртекен мероприятисене пысӑк активлӑхпа хутшӑнма чӗнетӗп.

 

 

 

Малалла кӑҫал, 2021 ҫулта,   мӗнле  ӗҫсем туса ирттерме палӑртни ҫинчен чарӑнас:

 

-Ҫуркунне,  апрель уйӑхӗнче, пӗтӗм Раҫҫейепе иртекен  халӑх перепиҫне хутшӑнасси.

-Сентябрь уйахенче- Раҫҫейри Патшалах Канашлӑвӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн депутачесене     суйлав иртересси.

 

-  инициативнае бюджетированипе 2 праект тума палӑртнӑ:

1) 307 596,77  тен.  Тармашри    масар пӱртрне юсама палӑртнӑ («Ремонт  нежилого помещения на кладбище деревни Уразмаметево Яльчикского района Чувашской Республики»),

2) 301 316,21 тен. Хӗрлӗ Ҫырти   масар пӱртрне юсама палӑртнӑ («Ремонт  нежилого помещения на кладбище деревни  Полевые Козыльяры  Яльчикского района Чувашской Республики»)- ку ӗҫсене халӑх пуҫарнипе,    (Проекты развития общественной инфраструктуры, основанных на местных инициативах).

3)  « Создание и благоустройство территории по ул. Центральная в д. Малая Ерыкла Яльчикского района Чувашской Республики»-  ку проектпа Тип Тимешре ача-пӑча валли вылямалли площадка туса хатӗрлеме палӑртнӑ, 902,03 т.р.

 4) 2021  ҫулта Тӑрамри клуба 500 000,00 тен.  Хӗрлӗ Ҫырти    клубра 300 000,00 пин тенкелех   юсав  ӗҫӗсем  ирттерме палӑртнӑ. 

 

5) Унсӑр пуҫне, паллах, куллен тухса тӑракан  ӗҫсем: сула ремант товасси

 Хӗрлӗ Ҫырти Мирная урама 80 000,00 тен.,

 Тӑрмӑшри Северная урама 150 000,00 тен.  ,

Анатри Тимешре Набережная урама 50 000 тенке юсамалла.

6)   Хӗрлӗ Ҫырти  шыв башнине тытса тӑрасси те   чармавлӑ:  кӑҫал шыв башни йери-тавра карта тытмалла. 

 

 Пирěн ял тăрăхěн  пурнăçě  малашне те çěнелсе, лайăхланса пырасса шанас килет.  Отчета итлеме кăмăл тунăшăн пурне те тав тӑватӑп.    

  

Тата  та куллен тухакан ыйтусене татса памаллисем  нумай паллах. Вӗсене вӑхӑтра тата кирлӗ пек пурнӑҫлама тӑрӑшӑпӑр.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Сабанчинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика